Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулла - уйра, хĕлле - фермăра

17 сентября 2014 г.

 ИЛЬНУР САДЕТДИНОВ - "Искра" ял хуçалăх производствин кооперативĕнче чи çамрăк тракторист. Вăл кăçал ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендине илсе тăрать. 1996 çулта çуралнăскер, Патирек шкулĕнче ăс пухнă. Пĕчĕкренех техникăна кăмăлланăскер çуллахи каникулта уй-хире чупнă. Пĕчĕкскер хуçалăхри тракторсемпе комбайнсем епле ĕçленине сăнама юратнă. Ильнур пĕр ĕçрен те пăрăнман: тырă акнă çĕре хутшăннă, комбайнер пулăшуçинче тăрăшнă. Ильнурăн класс ертỹçи Эльза Шарипова каланă тăрăх - вăл шкулта та яваплă пулнă, хушнă ĕçе яланах пурнăçланă. Патирекри тăхăр класлă шкула пĕтерсен Ильнур Садетдинов "Искра" ял хуçалăх кооперативĕнче тырă акнă, комбайнер пулăшуçинче ĕçленĕ. Унтан Шăмăршăри "Нива" комбинатри курсра тракториста вĕреннĕ. - Эпĕ МТЗ-82 тракторпа ĕçлетĕп. Çуллахи кунсенче уйри утта тата улăма тĕркем тăватăп. Халĕ хĕрỹ тепĕр тапхăр пуçланчĕ - кĕрхи тулă акатпăр. Трактор çĕмĕрĕлсен ăна юсама пĕлетĕп. Шел те, çумăрлă çанталăк пулнăран тырра вырса кĕртесси вăрахарах тăсăлчĕ. Çумăр çунă чухне тракторпа уя тухаймастăп, гаражра "тимĕр лашана" йĕркене кĕртетĕп, - калаçу пуçарчĕ стипендиат. Ильнур пĕлтернĕ тăрăх, "Искра" хуçалăхра паян пилĕк МТЗ-82 тата пĕр К-700 трактор, "Нива" тата "Дон" комбайнсем пур. Çамрăка аслă ỹсĕмри трактористсем яланах пулăшаççĕ, вăл е ку ыйту сиксе тухсан сĕнỹ параççĕ. Ильнур аслисене курса тракторпа лайăхрах ĕçлеме хăнăхать. Каччă тутар çемйинче кун çути курнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ Патирек ялĕнче çуралса ỹснĕ. Йăмăкĕ саккăрмĕш класра вĕренет. Ашшĕ - строитель, тĕрлĕ çĕрте ĕçлет, амăшĕ кил-хуçалăха тытса пырать. Ильнур виçĕ чĕлхе пĕлет, анчах ытларах вырăсла тата тутарла пуплет. - Патирек ялĕнче тутарсем, чăвашсем тата вырăссем пурăнаççĕ. Пирĕн çемьере пурте мăсăльман тĕнне ĕненеççĕ, мечĕте çỹреççĕ. Акă кĕçех октябрь уйăхĕнче Курбан Байрам уявĕ пулĕ. Çак куна яланах паллă тăватпăр. Ялти çынсем темиçе чĕлхепе калаçаççĕ пулин те пурте туслă, - калаçăва малалла тăсрĕ Ильнур. Çамрăк трактористăн вăтам ĕç укçи - 9-10 пин тенкĕ. 18 çулти яш пĕлтернĕ тăрăх, ку уншăн çителĕклĕ. Ĕç кунĕ ирхи сакăр сехетре пуçланать те каçхи тăххăрта çеç вĕçленет. Хĕлле Ильнур ĕне ферминче тислĕк турттарать. Вăл хăйĕн малашнехи пурнăçне ял хуçалăхĕпех çыхăнтарасшăн, кунтах вăй хурасшăн.Çамрăкăн юратнă хĕрĕ те пур. Ильнур унпа çемье чăмăртаса ялта тĕпленме ĕмĕтленет.

А.АЛТУХОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика