Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эмелпе те, ăшă сăмахпа та…

05 апреля 2014 г.

 Ял пурнăçĕ çăмăл мар, анчах хăйне евĕр илемлĕ. Уйрăмах вăрманлă, улăх-çаранлă Кивĕ Чукал тăрăхĕ хăй патне илĕртсе тăрать. Сывлăшĕ кăна мĕнле сиплĕ! Вăрманта çăка йывăççисем çеçке çурнă чух таврана пыл шăрши сарăлать. Çĕр-çĕр кайăк юрă шăрантарса чун-чĕрене хавхалантарать... Шăпах çак ытарайми илеме мĕн ачаран юратса ỹснĕ те ĕнтĕ Лидия Петровна. Ялти шкулăн 8 класне пĕтерсен Ульяновск облаçĕнчи Карсунри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Тухтăр специальноçне илсе ял çыннисене чир-чĕртен сиплеме ĕмĕтленнĕ. Акă ĕнтĕ училищĕри çулсем хыçала юлнă, алăра -  диплом. Л.Малеева 1977-1979 çулсенче Нагаткинăри, 1979-1980 çулсенче Ульяновск хулинчи больницăсенче ача-пăча уйрăмĕнче ĕçленĕ. Чун-чĕри çавах тăван яла туртнă. 1980 çултан пуçласа паянхи кунчченех Лидия Петровна Малеева Кивĕ Чукалти фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хурать. 1983 çултанпа çемьеллĕ, ялти маттур каччăпа Петр Алексеевич Малеевпа пĕрлешеççĕ. Телейлĕ çемьере виçĕ ача çуралать. Марина, Саша тата Алена ашшĕпе амăшне савăнтарса çитĕнеççĕ. Ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлесе, Лидия Петровна ырă ята, ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ. Çынсене вăл эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплет, пурăнма хавхалантарать. Лидия Петровна ялти обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Кил-çуртĕнче те яланах тирпейлĕ. Пахчара хитре чечексем çитĕнтерсе çынсене савăнăç парнелеççĕ. Апрелĕн 8-мĕшĕнче пирĕн юратнă Лидия Петровна 55 çул тултарать. Чаплă юбилей ячĕпе ăна пĕтĕм ял-йыш чун-чĕререн саламлать, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунать. 

А.ЧАМЕЕВ, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика