Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра аксан тырăллă пулăпăр

05 апреля 2014 г.

 "Çăкăртан асли çук", - тенĕ ваттисем. Çăкăр çĕр çинче çитĕнет. Çавăнпа та "çĕр" тата "çăкăр" сăмахсем пĕр-пĕринпе уйрăлми çыхăнса тăраççĕ. Çĕр-шывăн тĕрлĕ районĕсенче ырлăх-пурлăх нумай. Анчах та эпĕ çăкăра ăçта та пулин шыраса тупнă тенине илтмен. Вăл хăй тĕллĕн çитĕнмест. Ăна çĕр ĕçченĕн ылтăн аллисем кăна пăхса ỹстереççĕ. Çапла вăл çăкăр, темле майпа ăнсăртран тупăнакан ылтăн хакĕнчен те тем тĕрлех хаклă,паха". (Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ 1974 çулхи апрель уйăхĕнче тăван ял халăхĕ умĕнче тухса каланинчен). Çĕр ĕçченĕ тỹсеймесĕр кĕтекен хĕрỹ тапхăр _ çур аки çывхарса çитрĕ. Аслă ăру çыннисем аса илнĕ тăрăх, хăш-пĕр çул апрель уйăхĕн пуçламăшĕнчех хире ака агрегачĕсем тухнă, икĕ эрне хушшинче мĕн пур ĕçе вĕçлесе, ака пăтти çинĕ. Чăнах та, çулпа çул пĕр килмест. Мĕнлерех пулĕ-ши кăçалхи çуркунне, ытлашши тăсăлса кайса хресчене тарăхтармĕ-и? Çак тата ытти ыйтусем тавра калаçу çăмхи сỹтĕлсе пычĕ те ĕнтĕ район администрацийĕн ял хуçалă- хĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕпе В.П.СЕВРЮГИНПА тĕл пулсан. - Кăçалхи çурхи ака-суха ĕçĕсен уйрăмлăхĕ, паллах, пур, - терĕ В.П.Севрюгин. - Тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ, çĕр 10-20 сантиметртан ытла шăнман. Çавăнпа та çанталăк ăшăтсан çĕр хăвăрт ĕлкĕрет. Кĕр тыррисене минерал удобренийĕпе апатлантарнă вăхăтра хире çĕр хатĕрлекен тата акакан агрегатсем те тухĕç. Ку ĕçсем валли техника та, ĕç вăйĕ те ытларах кирлĕ пулĕ. - Вадим Петрович, кĕр тыррисем пирки сăмах хускалчĕ пулсан, нумай-и вĕсем пирĕн? - Пурĕ 2600 гектар кĕр тыррисемпе 2870 гектар нумай çул ỹсекен курăксене минерал удобренийĕпе апатлантармалла. Лайăх хĕл каçнă кĕр тыррисене гектар пуçне 1,5-2 центнер азот удобренийĕпе апатлантарсан калчасем вăй илĕç. Ку ĕçре С3- 3,6 сеялкăпа усă курмалла. Çакă шухăшлаттарать: кĕр тыррисен хăш-пĕр лаптăкĕсем кĕркунне юр айне вăйсăр кĕчĕç, хальхи сивĕсем те калчашăн лайăх мар. Çавăнпа та хăш-пĕр лаптăксене пăсса е хушса акма тивĕ, çакă, паллах, тăкаксене ỹстерет. Кĕркунне йĕпе-сапаллă тăнипе, хуçалăхсем мĕн пур лаптăк çинче çĕртме сухи туса хăвараймарĕç, çавна пула çуркунне ĕç калăпăшĕ чылай ỹсет. Тракторсене икшер сменăпа е çутă кунпа туллин усă курса ĕçлеттерме тивет. Агрегатсене икшер трактористпа комплектламалла, кунне икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтермелле. Пирĕн тăрăхра хуть те хăш çул та çуртрисене ир акни лайăх, 10-12 кун хушшинче çак ĕçе вĕçлеме тăрăшмалла. - Çĕр хатĕрленĕ çĕрте уйрăмлăхсем пулмĕç-и? - Çуртрисемпе выльăх апачĕлĕх культурăсем акма 9439 гектар, çав шутра çĕртмене кăпкалатса 3542 гектар, çуркунне сухаласа 5897 гектар çĕр хатĕрлемелле. Çĕртмене кăпкалатнă чухне БЗТС- 1 йышши йывăр сỹресемпе усă курмалла. Çĕр ĕлкĕрнĕ лаптăксене сỹреленĕ хыççăнах культиваци тумалла тата акмалла. Культиваципе ака хушшинчи тăхтав 3_4 сехетрен ытла пулмалла мар. Пирĕн çĕрсем çинче çуртрисене акнă хыççăн катоксемпе пусăрăнтармаллах. Каярах акнă хирсене те пусăрăнтарма манмалла мар. Ун пек тусан нỹрĕке упраса хăварма май килĕ. - Кĕркунне сухаласа хăварайман лаптăксем çур акине тăсма пултараççĕ вĕт-ха... - Çапла, çак лаптăксенчи çĕр ытти çĕртинчен 5- 7 кун каярах юлса ĕлкĕрет. Çавăнпа та хире техникăпа кĕме май пулсанах сỹре агрегатне кĕртмелле. Хăмăла кăкланă хыççăн çĕр хăвăртрах ăшăнма пуçлать. Вара КПЭ- 3,8, БДМ- 3,4 агрегатсемпе çĕре çемçетме май пулать. - Вадим Петрович, Эсир - районти тĕп агроном - çултан çулах çĕр улми, пăрçа тата хура тул лаптăкĕсене чакарса пынине мĕнлерех хаклатăр? -  Эпĕ çакна пĕрре те ырламастăп, хуçалăхсен ертỹçисемпе фермерсене те кун пирки калатăп. Эсир асăннă культурăсем пирĕн тăрăхра чи тупăшлисем шутланаççĕ, тепĕр енчен илсен, вĕсем хыççăн çуртрисене акма лайăх. Вăрлăхсене имçамласа кăна акмалла, çапла тусан çеç эпир ỹсен-тăрана чир- чĕртен упрама пултаратпăр. Имçамлани вăрлăхăн шăтас хăватне те ỹстерет. Биологи препарачĕсемпе усă курни те аван. Район администрацийĕ кăçал тĕш тырăсене минерал удобренийĕсемпе усă курса кăна, гектар пуçне 1- 1,5 центнер удобрени хывса акма задача лартрĕ. - Вадим Петрович, нумай çул ỹсекен курăксем, уйрăммăн илсен люцерна ытларах акасси пирки шутламастăр-и? - Çĕр пулăхне ỹстермелли, çĕре çум курăксемпе сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен тасатмалли, çавăн пекех выльăх апачĕ хатĕрлемелли тĕп культура пирĕн тăрăхра люцерна шутланать. Шел те, юлашки çулсенче хуçалăхсем люцерна лаптăкĕсене кирлĕ пек çĕнетсе пымарĕç. 2013 çулта районта люцерна лаптăкĕсене 15 процент ỹстернĕ е çĕнĕрен 115 гектар акнă. Кăçал лаптăксене тата 20 процент ỹстересшĕн, тата 210 гектар акса хăварма тĕллев лартнă. Анчах наука тĕлĕшĕнчен никĕсленнĕ пусăçаврăнăшне йĕркелеме ку кăна çителĕксĕр. Нумай çул ỹсекен курăксем ака çаврăнăшĕнче 30- 35 процентран кая мар лаптăк йышăнмалла. Çапла тума кашни хуçалăхрах 10 гектартан кая мар вăрлăхлăх люцерна (семенник ) пулмалла. 5-6 çул усă курнă хыççăн сухаланă люцерна çĕре биологи азочĕпе пуянлатать тата çум курăксенчен тасатать. Çак хире пĕр килограмм минерал удобренийĕ хывмасан та, 3-4 çул хушши кашни гектартан 25-30 центнер тырă пуçтарса кĕртме пулать. Ку хирте çĕр улми е сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерсен те тухăç пысăк пулĕ. Кашни хуçалăхăнах 50 гектартан кая мар сидерал культурисем - донник е рапс - акмалла, вĕсем чечеке ларма пуçласан вĕтетсе тăпрана хывмалла. Çапла ĕçлемесен эпир çĕр пулăхлăхне ỹстерме пултараймастпăр. Сидерал культурисен усси, çĕр ĕç культурине ỹстерсе пымалли çинчен район хаçатĕнче те ытларах çырма сĕнетĕп. Çак сĕнỹ килти хуçалăхсемшĕн те вырăнлă тесе шутлатăп.

Калаçăва И.САЛАНДАЕВ йĕркеленĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика