Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шавла, кашла, сĕм вăрман!

28 марта 2014 г.

 Вăрмана тата унăн пуянлăхне упрасси - кашнин тивĕçĕ. Çĕр планетăра унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ юлашки вăхăтра 38 млн тăваткал километрпа танлашать (тип çĕрĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕ). Вĕсенчен 13 проценчĕ çут çанталăкăн сыхлăх территорине кĕрет. Вăрман - пирĕн планетăн ỹпки. Вăл пире уçă сывлăшпа, кăмпа-çырлапа, тĕрлĕ эмел курăкĕпе тивĕçтерет. Чĕр чун тĕнчишĕн тăван кĕтес шутланать. Çавăн пекех тăпра та çĕр пичĕн пахалăхĕсене упрать. Шел, тĕнчери вăрман лаптăкĕ кунсеренех чакать. Кашни çеккунтра çĕр çинчен 1,5 гектар çухалать. Çакă чи малтан халăх йышĕ ỹснипе çыхăннă. Унăн ыйтăвне тивĕçтерес тĕллевпе йывăçа касма тивет. Экспертсем палăртнă тăрăх - юлашки 10 пин çулта этем 26 млн тăваткал километр вăрман пĕтернĕ. Унсăр пуçне ăна çулсерен пушар, тĕрлĕ хурт-кăпшанкă, чир-чĕр сиенлетет. Çакă çын пурнăçĕшĕн те, çут çанталăкшăн та япăх пулăм. Пĕтĕмпех йывăç çинчен .  Пĕр йывăçран парне валли 600-650 хут тĕркемĕ хатĕрлеме пулать.  4 млн тонна хут хатĕрлеме 61,5 млн йывăç касмалла. Европăра çулсерен 31 млн тонна яхăн хут пĕтереççĕ.  А4 форматлă пĕр хут листи хатĕрлеме 13-21 г паха йывăç кирлĕ, пĕр кĕнеке валли - 5 кг чĕр тавар. Махагон (хĕрлĕ) йывăçран кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕсем ăсталаççĕ. Ун пек йывăç сайрални пирки тĕлĕнме кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен кĕвĕ-çемĕ ăстисем çулсерен хунаççĕ.  Пĕр йывăç çулсерен вăтамран 100-700 кг таран кислород кăларать.  Раççейри тайга Çĕр планета çинче чи пысăк вăрман шутланать.  Амазонка вăрманĕ çулталăкра 120 млрд тонна кăмрăк йỹçек газĕ çăтать.  Тĕнчери чи пысăк йывăç (111 метр çỹллĕш) -  ялан ешерекен секвойя. Вăл Америкăри Калифорни штатĕнче ỹсет.

В.ДАВЫДОВ, районти эколог.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика