Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сакăр урамлă Васан ялне пырсассăн…

11 февраля 2014 г.

Васан ялĕ ĕлĕкренех, таврари пысăк ялсенчен пĕри пулнă май маттурлăхĕпе те, ĕçченлĕхĕпе те, куштанлăхĕпе те ыттисенчен уйрăларах тăнă. Ял ячĕ те «Большое Буяново» та, ыттисенчен мăнкăмăллăрах тыткалама хăнăхнă пуль çав çак ялсем авалтанах.

Васан ялĕ ĕлĕкренех, таврари пысăк ялсенчен пĕри пулнă май маттурлăхĕпе те, ĕçченлĕхĕпе те, куштанлăхĕпе те ыттисенчен уйрăларах тăнă. Ял ячĕ те «Большое Буяново» та, ыттисенчен мăнкăмăллăрах тыткалама хăнăхнă пуль çав çак ялсем авалтанах.

Пирĕн районти Буяново ятлă ялсем XVII –мĕш ĕмĕрĕн варринче, 1654 çулта пуçланса кайнине архиври документсем çирĕплетсе параççĕ. Васан, Ярăслав, Хайпăла, Пуянкасси, Тăрăн ялĕсене пуçласа яракансем Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкасси ялĕнчен куçса килнĕ имĕш. Çакна Чăваш Республикин наукăпа тĕпчев ĕçĕсен гуманитари институчĕн архивĕнче упранакан истори легенди те çирĕ-плетсе парать. Кăçал çак ялсем пуçланса кайнăранпа шăпах 360 çул çитет. Ялăн сăн-сăпачĕ те юлашки çулсенче палăрмаллах улшăнчĕ. Халĕ ялта ачасене пĕлÿ памалли тĕп шкул, 50 вырăнлă ача сачĕ, канупа культура çурчĕ, халăх краеведени музейĕ, моделлĕ библиотека, икĕ спортплощадкăпа хоккейла вылямалли коробка, 4 суту-илÿ лавкки, хăма çуракан цех, «Исток» ООО хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх ферми, машинăпа трактор паркĕ (çавăнтах хăмапа пăрăс çурса хатĕрлекен цех та хута янă). Юлашки вăхăтра пушă ларнă аш-какайпа кăлпасси кăларакан цеха çĕнĕрен хута ярас ĕç пырать. Ялта 4 фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, вĕсем ытларах çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе тăрăшаççĕ.

Ятлă-сумлă, паллă çынсем те сахал мар тухнă çак ялтан: Н.Артемьевпа С.Евграфов художниксемпе, Н.Д.Поляков математикпа, Н.Г.Чеменева, пĕр тăван Людмилапа Галина Журавлева медицина ĕçченĕсемпе, Е.Т.Терентьев, О.Л.Тимофеева, А.П.Васильева, Н.Г.Павлов, С.Д.Егорова вĕрентекенсемпе, ял хуçалăх министрĕ пулса ĕçленĕ Г.П.Леонтьевпа та, Г.Н.Гордеева, В.Н.Смаев, В.П.Егоров тава тивĕçлĕ ĕçченсемпе, Н.Л.Фомин, В.Н.Тимофеев, Г.Д.Ефимов, А.И.Чеменев, Д.И.Старая орден кавалерĕсемпе, вуннă ытла аслă çар званисемлĕ тата çавăн чухлех кĕçĕн офицерсемпе те, республикипех паллă пулнă ачасен «Мерчен» фольклор ушкăнĕпе те, тата вуншар-вуншар ĕçчен те ырă кăмăллă ентешсемпе тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ васансем.

Ял çыннисем çуллен чаплăран та чаплă çуртсем хăпартаççĕ, икĕ хутлă çуртсен йышĕ те ÿссех пырать. Пÿрте кĕрсен те хулари хваттерсенчен пĕрре те кая мар. Нумайăшĕ пÿрте пусăран насуспа уçласа шыв кĕмелле, усă курнă хура шыва хăйех юхса та тухмалла тунă. Çăвăнмалли душ е ваннăй та, туалечĕ те пÿртрех халь, хĕллехи сивĕсенче урама тухмалла мар. Çитес вăхăтрах акă урамсем тăрăх тăснă пăрăхсемпе килекен таса шыв та çитмелле килсене. Ялти кашни çурта çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтасси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

10-15 çул каялла Васан ялĕн аслă урамĕсен икĕ айккипе те лаштра хăвасем яла илем кÿрсе ларатчĕç. Пĕр енчен çак йывăçсем çуртсене çулла шăрăхран, вут-кăвартан хÿтĕленĕ, хĕлле вара вăйлă çил-тăмана тытса чарма пулăшнă. Вĕлле хурчĕсемшĕн те питĕ усăллă пулнă йамра йывăççи, вĕсем унăн сĕткенне пуçтарнă. Юлашки çулсенче çак йывăçсене ватăлса хăрса пĕтнипе, электро пралуксене чăрмантарнипе касса-кăкласа пĕтерчĕç те ял çаралсах юлчĕ, илемсĕрленчĕ, «кĕпине хывса» илнĕ тейĕн. Çамрăк хунавсем лартма вара ял халăхĕ васкамасть-ха, йывăç çулçисем тăкăнса урама варалаççĕ имĕш, кĕреплепе тураса пуçтарма та ÿркенетпĕр вĕт «ку» чухне!

Васан ялĕнчи сакăр урамран К. Маркс, Киров ячĕллĕ тата Октябрь урамĕ-сене, Шăрчăккассипе Шкулкассине асфальт сарнă. Ырлăх мар-и, патька! Васантан Шăмăрша кайма кĕсьери телефонпа шăнкăрт! тутаратпăр та тепĕр 10 минутран такси кил умне çитсе те чарăнать. Анаткасра, Кĕперкассинче, Ырлăхкассинче пурăнакансем кăна тахçантанпах йĕпе-сапаллă çанталăкра машинăсемпе мар, çуран çÿреме те май çуккипе тарăхса пурăнаççĕ. Килĕрен укçа пуçтарса урамри çула хăйăр сарса тухни те пулăшаймарĕ, трактор-машинăсем çăрса пĕтерсе каллех юрăхсăра кăларчĕç.

Çапах та ялăн пуласлăхĕ, малашлăхĕ мĕнлерех-ши; Тишкерсе пăхар-ха хăш-пĕр цифрсене. Васанта 2013-мĕш çул вĕçĕ тĕлне 273 килĕ шутланать пулсан вĕсенчен 53-шĕнче никам та пурăнмаççĕ, пушă лараççĕ. Ялта пурĕ 565 çын пропискăра тăрать пулсан 454-шĕ кăна ялта пурăнаççĕ. Çитес 10 çул хушшинче пушанса юлма пултаракан çуртсен шучĕ те савăнтармасть, нимĕн те улшăнмасан Васанта тата 20 килĕ чакма пултарать. Ялти 41 килĕре пĕрер çын кăна пурăнать, вĕсенчен ытларахăшĕ пенсие тухнисем. Шкул çулне çитменнисен шучĕ – 35 ача, 8-17 çулхи шкул ачисем - 54 ача (вĕсенчен 15-шĕ 9 класс хыççăн хулари техникумсемпе училищĕсенче вĕренеççĕ). Пенсионерсем 100 çын ытла шутланаççĕ. Ялта пĕрре те авланман е авланса уйрăлнă хусахсем мĕнпурĕ 50 арçын (20–рен аслăраххисем). Юлашки 5-6 çул хушшинче туй кĕрлеттерсе авланнисен шучĕ те пысăках мар, пурĕ те 15 çемье çеç чăмăртаннă Васанта. Вĕсенчен те çурри ытла тĕрлĕ хуласене пурăнма кайнă

Ялти пурнăç чăнах та тĕпрен улшăнса лайăхланса пырать пулсан та çултан-çул ял ватăлса пыни пăшăрхантарать. Çамрăксем шкул пĕтерсе тухсанах хуланалла талпăнаççĕ, яла каялла таврăнакансем вара çукпа пĕрех, пурте хуларах тĕпленме тăрăшаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕреннĕ специальноçпа ялта ĕç тупма йывăр, ирĕксĕ-рех хулана юлмалла е Мускаври стройкăсене ĕçлеме кайма тивет. Çавăнпах ялта çамрăк çемьесем те питĕ сахал. Ялта вилекенсен шучĕ çуралакан ачасенчен чылай нумайрах. Ытларахăшĕ ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхсе пурăннипе çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлаççĕ.

Ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан хастар çемьесем те сахал мар Васан ялĕнче. Ефимовсен, Старыйсен, Филипповсен, Яковлевсен, Якушовсен, Концовсен, Терентьевсен, Егоровсен, Тимофеевсен, Кузьминсен, Кузнецовсен, Поляковсен, Сатаровсен, Еремеевсен, Фоминсен, Мердеевсен, Измуковсен, Смаевсен, Гордеевсен тата ытти çемьесем те ĕçченлĕхĕпе, тирпейлĕхĕпе палăрса тăраççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ ялта чыс та хисепе тивĕçнĕ. Килĕ-сенче йышлă выльăх- чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал ĕрчетеççĕ. Çурчĕсем хăтлă та чаплă, йĕри-тавра тирпейлĕхпе хăтлăх хуçаланать. Ялти обществăлла пурнăçа та хастар хутшăнма тăрăшаççĕ. Çемьери ачи-пăчисем нумайăшĕн ялти шкулта тăрăшса вĕреннĕ хыççăн тĕрлĕ аслă шкулсенче вĕренсе кирлĕ професси суйласа илсе çĕр шыва юрăхлă пулма тăрăшаççĕ.

 Ватти те, вĕтти - каток çине!

Ял варринчи хоккейла вылямалли тата конькипе йышлăн ярăнмалли каток çинче куллен, мĕн çанталăк сивĕтнĕренпех хаваслă ача-пăча сасси илтĕнсе тăрать. Виççĕмĕш хĕл ĕнтĕ çак каток хăй патне шкул ачисемпе ял çамрăкĕсене йыхравлать. Ăна çак ялтах çуралса ÿснĕ, спорта чунтан парăннă Эдуард Смаев пуçарнипе тата укçа-тенкĕ енчен пулăшнипе, ял çыннисем кар тăрса ĕçленипе туса хута янăччĕ. Хĕллехи вăхăтра çак каток ачасене уроксем хыççăн, çитĕннисене ĕç хыççăн сывлăха çирĕ-плетме тата пушă вăхăта телевизор умĕнче мар, уçă сывлăшра усăллă ирттерме питех те меллĕ вырăн пулса тăчĕ.

Хоккей коробкине йĕркере тытса тăрас, шыв сапса пăрлантарас тата юртан тасатса тăрас ĕçе ял администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.В.Ильин йĕркелесе ертсе пырать, Эдик Смаевăн шăллĕ Славик те хăйĕн юлта- шĕсемпе тата шкул ачисемпе пĕрле хастарлăх кăтартса пурнăçласа пыраççĕ.

Пăр çинче ярăнма е хоккейла выляма ачасемсĕр пуçне аслисем хаваспах тухаççĕ. Васансене кăна мар, Ярăславпа Асьял çамрăкĕсене те час-часах курма пулать каток çинче. Уйрăмах канмалли тата уяв кунĕ-сенче халăх йышлă кунта. Ырă хĕл сиввипе хĕрелнĕ хаваслă питсем çинчи савăк кулă, тулли кăмăлпа çирĕп сывлăхлă ял-йыш коньки çине тăрса, пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса, хĕллехи çутă хĕвелпе ялтăраса тăракан пăр çинче ярăнни ку ялта пурăнакансенчен ытларахăшĕ çирĕп сывлăхшăн тăрăшнине, начар йăласене пăрахăçланине, урă пурнăç йĕркине хисеплесе пурăннине çирĕп-летсе парать те ĕнтĕ.

Мĕн каç пулса тĕттĕм-леничченех ял варринчи каток çинчен халăх татăлмасть, кирлĕ пулсан кунта юпа çине вырнаçтарнă электричество хунарĕсен çутипе те кăмăл туличчен ярăнма пулать.

Паллă ĕнтĕ, уçă сывлăшра конькипе ярăнни çыннăн организмне çирĕ-плетме май парать, уйрăмах ачасемшĕн усăллă çакă. Чи малтанах çамрăк çыннăн сывламалли органсемпе тĕрлĕ мышцисемшĕн питĕ усăллă. Урамри сивĕ сывлăшра тĕрлĕ хусканусем туса ярăнни çавăн пекех тĕрлĕ инфекци чирĕсемпе чирлесрен, час шăнса пăсăласран ытларах сыхланма май парать, сывлăха çирĕ-плетет. Куллен конькипе ярăнни çавăн пекех ачасен вăй-хăватне, характерне çирĕплетме хистет, йывăрлăхсене çĕнтерме, мал ĕмĕтлĕ пулма, çирĕп йĕркене пăхăнса пĕрле килĕштерсе пурăнма, кирлĕ пулсан пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхтарса пырать.

Эх, пулсанччĕ çакăн пек катоксем кашни ялтах! Çакна пурнăçлама вара нимĕнех те кирлĕ мар-çке. Ял çыннисемпе çамрăксем, вырăнти влаçсем çине тăрсан ял варринче хоккей коробки валли çĕр лаптăкне тупса палăртма та, карти валли кашта-хăмине туянма та пулать-çке! Ырă кăмăллă спонсорсем те тупăнаççех. Тăрăшсан пулать те... кутăнлăх пĕтерет çав!

Г.ЛАРШНИКОВ, Васан ялĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика