Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ» хаçат редакцийĕ Чăваш Республикин пуçлăхĕ М.В.Игнатьев пирĕн района килсен (2014 çулхи январĕн 29-мĕшĕ) халăхпа

08 февраля 2014 г.

ЫЙТУ: Чăваш Республикинче «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕç пулас тесен арçынсен хальхи пек 45 çул мар, 40 çул, хĕрарăмсен 40 çул вырăнне 35 çул ĕçлемелле тума май çук-ши;

С.АЛТЫНБАЕВ, пенсионер. Палтиел ялĕ.

 Ыйту çине Чăваш Республикин пуçлăхĕ М.В.Игнатьев хуравлать:

– Питĕ тĕрĕс ыйту. Шел пулин те, «Ĕç ветеранĕ» ята маларах пама хальлĕхе республика экономикин аталанăвĕн шайĕ май памасть – сахалтан та çулталăкра 300-350 миллион тенкĕ хушма укçа кирлĕ вĕт-ха. Экономика аталанăвĕ ÿснĕ май, эсир ыйтнă ыйтăва ăнăçлă татса пама май пулĕ.

 ЫЙТУ: Районти тĕп больницăри стационарта койка-вырăн шутне мĕншĕн чакараççĕ;

 Çак ыйту çине Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А.В.Самойлова хуравлать:

– Чакармаççĕ, хальхи вăхăтра стационарта койка-вырăн шучĕ çителĕклĕ тесе шутлатăп.

Хаçатра вырăн панипе усă курса, тепĕр ыйту çине те хуравлатăп: Шăмăршă район больницинче ача-пăча уйрăмĕ те упранса юлать. «Уйрăм хупăнать» тени – тĕрĕс мар сас-хура çеç. Çавăн пекех ача-пăча консультацийĕ те ĕçлет.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика