Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев: «Ача çуратмалла, çурт лартмалла, ял малашлăхĕшĕн тăрăшмалла»

03 февраля 2014 г.

ЮН КУН пирĕн районта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ.

Чи малтан Михаил Васильевич Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе – республикăн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕпе Алла Самойловапа, Шăмăршă районĕн пуçлăхĕпе Менир Хамдеевпа, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Валерий Фадеевпа, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕпе – экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен Комитет председателĕпе

Олег Мешковпа, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи «Красное знамя» СХПК председателĕпе Петр Никифоровпа пĕрле Шăмăршăри тĕп больницăра пулса курчĕ.

1. Сывлăхран хакли нимĕн те çук

Республика пуçлăхĕ М.В.Игнатьев хулари пек илемлĕ те хăтлă больница çурчĕпе, кунта ĕçлекенсемпе тата сывалма килнисемпе кăмăлласах паллашрĕ.

Регистратура кабинечĕ умĕнче чарăннă май, Михаил Васильевич район çыннисем тухтăр патне килме электрон майĕпе мĕнле çырăнни пирки кăсăкланчĕ.

– Электрон çырăнтарăвĕ аталансах пырать, – пĕлтерчĕ Мария Антонова регистратор. – Халĕ нумай килте компьютер пур, электрон майĕпе вăл е ку тухтăр патне йышăнăва килме пĕр чăрмавсăрах çырăнма пулать. Пĕлтĕр çак çăмăллăхпа 1945 çын усă курчĕ пулсан, кăçалхи январьте 200 çын патнех пуçтарăнчĕ. Чи лайăххи – унчченхи пек пысăк черетсем çукки. Пациентсемшĕн те, больницăра ĕçлекенсемшĕн те çĕнĕлле ĕçлени çав тери лайăх.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме, хальхи пурнăç ыйтăвĕ-сене тивĕçтерекен информаци тытăмне ĕçе кĕртме Шăмăршă район больницине 2011–2013 çулсенче 15,4 миллион тенкĕ укçа уйăрса панă. Алла Самойлова министр палăртнă тăрăх, çĕнĕ йышши оборудовани пуянлăхĕпе Шăмăршă больници яллă районсем хушшинче чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Кунта вăй хуракансен ĕç укçи те сисĕ- млĕ ÿсни курăнать. Хальхи вăхăтра тухтăрăн уйăхри ĕç укçийĕ 25546,90 тенкĕпе, вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕн 11960,00 тенкĕпе, кĕçĕн медицина персоналĕн 8955,50 тенкĕпе танлашать. Апла пулин те, больницăра тухтăрсемпе ытти медицина персоналĕ çителĕксĕрри шухăшлаттарать. Хăш-пĕр тухтăрсем хăйсене шанса панă ĕç çине сÿрĕккĕн пăхни те шурă халатлă çынсене чыс кÿмест.

2. Ваттине хисеплесен, хăв та хисеплĕ пулăн

Шăмăршăра ватăсем валли вăхăтлăх пурăнмалли 30 вырăнлă çурт тума пуçлани те – республика тата район ертÿçисен тăрăшулăхне палăртакан ырă пулăм. М.Игнатьев çак строительство обьектне çитсе курмах шутларĕ, кунта ĕç мĕнле пынине хăйĕн куçĕпе курса ĕненчĕ.

Проектпа смета документацийĕпе килĕшÿллĕн, кунта 55340, 64 пин тенкĕ чухлĕ ĕç пурнăçламалла. Çуртăн пĕрремĕш хутĕнче вестибюль, столовăй, санузелсем, икшер çын пурăнмалли пÿлĕмсем, иккĕмĕш хутра пурăнмалли пÿлĕмсемсĕр пуçне служба пÿлĕмĕсем, кĕпе-йĕм çумалли пÿлĕм вырнаçĕç.

2012 çулта 2965,15 пин тенкĕлĕх, пĕлтĕр вара 9900,00 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. «Строитель–плюс» ООО асăннă обьекта кăçалах – Республика кунĕ тĕлне хута ярассишĕн тăрăшать. М.В.Игнатьев ку тĕлĕшпе (укçа-тенкĕпе тивĕçтерессипе) района пулăшма шантарчĕ.

3. Пурăн, тăван ялăм...

Ĕçлĕ çул çÿрев Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен «Туслăх» спорт комплексĕнче вĕçленчĕ. Хăнасем районти ал ĕç ăстисен пултарулăхĕн выставкипе хавхалансах паллашрĕç, Шăмăршă тăрăхĕнче чăннипех те маттур çынсем пурăннине палăртрĕç.

Кун йĕркипе килĕшÿллĕн, спорт керменĕн пысăк залĕнче анлă канашлу иртрĕ. Канашлу пуçланас умĕн республика пуçлăхĕ ĕçри хастарлăхшăн Палтиел ял тăрăхĕнчи культурăпа кану центрĕн директорне Татьяна Долгована, Анатолий Андреев фермера, «Туслăх» спорт комплексĕн директорне Сергей Галкина халăх умĕнче Тав çырăвĕ- пе тата асăну сехечĕпе чысларĕ. Г.Макаров фермера вара Раççей Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне пачĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăма тивĕçнĕ çамрăксене чысланине те залра ларакансем ăшшăн саламларĕç.

Шăмăршă районĕн 2013 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ тата çитес тапхăрти тĕллевсем çинчен доклад тунă май, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев ÿсĕмсемпе пĕрлех хальлĕ- хе пурнăçа кĕреймен ĕçсене те уççăн палăртрĕ. 2013 çулта районăн консолидированнăй бюджечĕ 240,95 миллион тенкĕпе (100,1 процент) танлашнă, бюджета налуксемпе налук мар тупăшсем 47,39 миллион тенкĕ (101,2 процент) пырса кĕнĕ.

Финанссен мĕн-пур çăл куçĕнчен кĕнĕ укçа-тенкĕпе усă курса, районта 15,404 пин тăваткал метр чухлĕ (102 процент) пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн, 17 çамрăк çемьене çурт туянма е çĕнĕрен çĕклеме 7457,6 пин тенкĕ социаллă тÿлев парса пулăшнă. Çавăн пекех 4 çамрăк çемье çăмăллăхлă ипотека кредичĕ илнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем пурте (шута илнисем–50 çын) хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

Районта Федерацин «Ĕçмелли таса шыв» программи ăнăçлă пурнăçлансах пырать. Шывпа тивĕçтерекен комплексра тĕп строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ ĕнтĕ, обьект 2014 çулхи виççĕмĕш кварталта хута каймалла.

Муниципалитет ĕçне хак панă май, республика пуçлăхĕ Шăмăршă районĕн аталану потенциалĕ пысăк пулнине, кунта ĕçе юратакан çынсем пурăннине палăртрĕ. Ял çыннисен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатассишĕн тата та ытларах ĕçлемелле, ку вара вырăнти влаç органĕсен яваплăхне тата та ÿстерет. М.Игнатьев пурне те сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăлама чĕнсе каларĕ. Шел пулин те, районта ачасем сахал çуралаççĕ, демографи лару-тăрăвĕ никама та савăнтарма пултараймасть. Туйсем сахал пулни те, çамрăк çемьесем тĕрлĕ сăлтавпа арканни те пăшăрхантарать. Ялсенче çĕнĕ шкулсем, культурăпа сывлăх учрежденийĕсем çĕклетпĕр, урамсене асфальт саратпăр, социаллă ытти программăсене пурнăçлама миллионшар тенкĕ укçа-тенкĕ тăкаклатпăр. Çамрăксене çак çăмăллăхсем те илĕртмеççĕ пулмалла. Ялсем ватăлса пыраççĕ, тепĕр 15-20 çултан вĕсен шăпи мĕнле пуласси паянах хытă шухăшлаттарать.

М.Игнатьев ялта ĕçкĕпе иртĕхесси сарăлнине, суя эрех сутнă тĕслĕхсем пулкаланине, çак наркăмăш демографи лару-тăрăвне пысăк сиен кÿнине чунтан тарăхса палăртрĕ.

– Çамрăксене манăн пысăк сĕнÿ пур: ача çуратмалла, çурт лартмалла, малашлăхшăн тăрăшмалла. Ял илемлентĕр, çĕр-шыва усă кÿтĕр, – терĕ Михаил Васильевич.

Канашлăва пуçтарăннисем республика пуçлăхне чылай ыйту пачĕç, вĕсем çине Михаил Васильевич тÿрремĕнех хăй тата отрасльсемшĕн яваплă çынсем, министрсемпе ведомствăсен ертÿçисем туллин хуравларĕç. Тĕпрен илсен, район çыннисене халăха ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси, урамсене асфальт çул сарасси тата унччен сарнă çулсене тĕпрен юсасси, хуçасăр йытăсемпе кĕрешесси, фермерсене патшалăх пулăшăвĕ парасси, районта Чăваш наци телевиденийĕн передачисене курма май çукки тата ытти ыйту та хумхантарать. Вĕсене татса парасси республикăран та, хамăр районти ертÿçĕсенчен те, депутатсемпе ялти активран та нумай килет.

М.Игнатьев канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе Шăмăршăсене палăртнă тĕллевсене çĕнсе илме ăнăçĕ сунчĕ.

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ район çыннисем республика Пуçлăхне панă ыйтусене вырăнта мĕнле татса панине çутатсах тăрĕ.

И. САЛАНДАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика