Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресчен нихçан та пуç усмасть

13 января 2014 г.

Çавах çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра, агротехника срокĕсене пăхăнса ирттертĕмĕр. Калчасем те чиперех шăтса тухрĕç, анчах, шăрăх вĕтеленĕрен, кирлĕ пек аталанаймарĕç – хăш-пĕр лаптăксене ирĕксĕрех пăрахăçлама тиврĕ.

Хресчен нихăçан та шанăçа çухатмасть. Кăçал 16935 тонна тырă çапса илме май килчĕ. Вăтам тухăç – кашни гектартан 18,2 центнершар, уйрăм хуçалăхсенче пысăкрах та. 203 гектар çинчен 3590 тонна çĕр улми кăларса илтĕмĕр. «Иккĕмĕш çăкăрăн» вăтам тухăçĕ – гектар пуçне 178 центнер патнелле пулчĕ. Сахăр кăшманĕпе пахча çимĕçсем те уйрах выртса юлса юр айне пулмарĕç – çĕр ĕçченĕсем тăрăшни сая каймарĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла. Выльăхсем ăнăçлă хĕл каçрĕç. Кăçал аш-какай, сĕт туса илес тĕлĕшпе пĕлтĕ-рхинчен кая мар ĕçлерĕмĕр темелле. Выльăхсен шучĕ ÿсни те палăрать. Çу кунĕ-сенче витесене черетлĕ хĕл кунĕсем валли тĕплĕн юсаса дезинфекци туса хăвартăмăр. 2013–2014 çулсенче выльăхсем лайăх хĕл каçас шанăç пур.

Çу кунĕсенчи тепĕр чи хĕрÿ тапхăр – выльăх апачĕ хатĕрлесси. Ку тĕлĕшпе те алă усса ларман: 4550 тонна сенаж, 6850 тонна силос хывса, 3500 тонна утă е пĕтĕмпе 4242 тонна апат единици янтăласа хăварнă. Ку вăл кашни условнăй выльăх пуçне 32,2 центнер апат единици тивнине пĕлтерет. Çавăн пекех, 9305 гектар çинчи улăма та пухса тирпейленĕ.

Çитес çулхи тухăç никĕ-сне те кăçалах хывса хăварма тăрăшрăмăр. Механизаторсен тăрăшулăхне пула 3560 гектар çĕртме сухи туса хăварнă, кĕр культурисене 2600 гектар акнă. Кунта чи малтанах кĕрхи тырăсем пирĕн тăрăхри условисемшĕн юрăхлăрах пулнине шута илме тăрăшрăмăр. Çавăн пекех, çитес çур аки валли вăрлăхсене палăртнинчен ытларах та хывса хăварнă. Хуçалăхсенче вĕсене тивĕçлĕ кондицие çитересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕсем пур пек техникăпа вырăнлă усă курма, унăн ĕмĕрне май килнĕ таран тăсма тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ харпăлăхри хуçалăхсенче тĕрлĕ-рен ял хуçалăх машинисене хĕл валли упрама лартса хăварнă.

В.АЛЕКСЕЕВ, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика