Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек ан курччăр ачасем

26 декабря 2013 г.

Халĕ – чи кĕске кунсем, чи вăрăм каçсем. Çавна май ирхине (тул çутăлса ĕлкĕреймен вăхăтра) ĕçе каякан çынсене, шкула çÿрекен ачасене тимлĕхе ÿстерме ыйтатпăр. Çавăн пекех каялла таврăннă чухне те, хăвăрт каç пулнă май, асăрхануллă пулмалла. Водительсен çул çинче уйрăмах ир-каç тимлĕхе çухатмалла мар.

2013 çул вĕçлениччен вăхăт нумаях юлмарĕ ĕнтĕ. Шкулта вĕренекенсен часах хĕллехи каникул кунĕсем пуçланĕç. Çавна май, ачасене çул-йĕр çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе, декабрĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 2014 çулхи январĕн 10-мĕшĕччен «Каникулсене – тимлĕх!» ятпа республикăра профилактика мероприятийĕ иртет. Çак тапхăрта çул-йĕр хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсем шкулсенче ачасемпе çул-йĕр правилисем тăрăх калаçусем йĕркелеççĕ. Паллах, инспекторсем ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче те пулаççĕ, вĕсене хăйсен ачисене куллен çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисем пирки ăнлантармаллине калаççĕ. Кунсăр пуçне автомобиль салонĕнче, хăйсемсĕр пуçне, ачасене яланах хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнмалли, пĕчĕккисене ятарлă креслона вырнаçтарса лартмалли, ачасен çул хĕрринче çунапа, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнма юраманни пирки те асăнаççĕ.

Районта Çĕнĕ çул мероприятийĕсем пынă кунсенче, ачасене тĕрлĕ ялсенчен автомашинăпа лартса килнĕ май, ГИБДД инспекторĕсем вăйлатнă режимпа ĕçлеме пуçлаççĕ. Район çыннисене, çав шутра ачасене те, çул-йĕрсем çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, вĕсене инкек пуласран хÿтĕлесси пирĕн тĕп тĕллев пулса тăрать.

Н.РУБЦОВ, полицин ГИБДД службин аслă инспекторĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика