Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурлăхлă чан сасси

21 декабря 2013 г.

Хаçат-журналта та яланах çакăн пек сводкăсем пичетленеççĕ. Аварисен шутне чакарас тесе юлашки вăхăтра водительсем тĕлĕшпе çирĕп законсем йышăнчĕç. Ку ыйту пурне те хумхантарать. Чăннипех те юлашки вăхăтра автомашинăсен шучĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿсет. Халĕ ялсенче те, хулари пекех, çамрăксем çăмăл автомашинăсем туянма тăрăшаççĕ. «Техника ĕмĕрĕ», – теççĕ хальхи вăхăта. Ку тĕрĕс, паллах. Çамрăк водительсем пысăк хăвăртлăхпа çÿреме юратаççĕ. Машина çине ларсанах хăлхана çуракан музыка яраççĕ, хăйсем те ăнланмаççĕ-тĕр, сăмахĕсем те паллă мар. Çав вăхăтрах кĕсье телефонĕпе калаçса пыраççĕ: пĕр аллинче – руль, тепринче – телефон. Тĕрĕссипе, пысăк тимлĕх кирлĕ вĕт-ха руль тытса пыракан водителе. Мĕншĕн çырма шутларăм-ха эпĕ паянхи статьяна;

Декабрĕн 11-мĕшĕнче эпир хамăр çывăх тăванăн аварие пула вилнĕ хĕрĕпе кĕрÿшне юлашки çула ăсатрăмăр. Пĕлмен вĕт-ха вĕсем Мускавран Шупашкара килнĕ чух хăйсемшĕн юлашки кун пуласса. Тĕлĕнмелле, çак аварире, ачасен кресли çинче ларса пынă 3 çулхи хĕрĕ (Соня) пĕр аманмасăр чĕрĕ юлнă. Мăн тарăн, сĕм тăлăха юлнă Соня... Кукамăшĕпе кукашшĕн хĕрĕпе кĕрÿшĕнчен юлнă пĕр чĕрĕ чун. Мĕнле пысăк хуйхă, ашшĕпе амăшĕсем кăна мар, пур тăван-пĕлĕш те куççуль кăлармасăр чăтаймасть. Ашшĕпе амăшĕн чĕрисенчи нимĕнле эмелпе тÿрлетейми суран. Ку чĕрери суран вĕсемшĕн ĕмĕрлĕхех юлать. «Хамăр çуратнă ачасен пире, ашшĕ-амăшне юлашки çула ăсатмалла». Мĕнле йывăр вăл, ху ÿстернĕ, çын тунă ачасене (26–30 çулта) юлашки çула ăсатма, мĕнле чăтăмлăх кирлĕ вĕсене çак йывăр хуйха тÿссе ирттерме. Мĕншĕн çакăн пек тĕслĕ-хсем нумайланчĕç; Акă Карапай Шăмăршă масарĕ çине кĕрсенех – çĕнĕ палăк, каллех аварие пула вилнĕ çамрăк хĕрарăм. Юнашарах, инçе мар, каллех аварире вилнĕ пирĕн тăван, çамрăк хĕрарăм. Халĕ вăрçă вăхăчĕ мар, анчах çĕнĕрен уçнă масарсем те кашни ялтах сарăлсах пыраççĕ. Паллах, вилекен сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Руль умне ларакан водительсене çапла калас килет. Хăвăр çинчен, çемье, аçăр-аннĕр пирки шутлăр, тимлĕхе ан çухатăр, çул-йĕр правилисене яланах пурнăçлама тăрăшăр. Инкек-синкек тухасран сыхланăр.

Ф. КУЗНЕЦОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика