Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сенкер хумсен ытамĕнче

17 декабря 2013 г.

Хăйĕн пурнăçĕн 27 çулне вăл çарта ирттернĕ. Служба картлашкисем тăрăх ăнăçлă хăпарса пырса Тефкиль Нигметзянович ахаль салтакран иккĕмĕш рангри капитан таран çĕкленнĕ.

Палтиел йĕкĕтне 1962 çулхи кĕркунне службăна илнĕ. Совет çарĕсен Кăнтăр ушкăнĕнчи (Венгрири) артиллери подразделенийĕнче унăн служба биографийĕ пуçланнă. Пĕчĕкренех çар офицерĕ пулма ĕмĕтленнĕскер, пĕр çулталăкран хăйне çар училищине вĕренме кайма ирĕк ыйтса чаç командирне рапорт çырса панă. Командиртан ирĕк илнĕ хыççăн çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕ Т.Шарафутдинов Одессăри артиллери аслă çар училищине çул тытнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса, пысăк конкурс витĕр тухса тутар йĕкĕчĕ курсантсен йышне кĕнĕ.

Вĕренÿре командир ăсталăхĕн, тактикăпа çар хатĕрленĕвĕн тата пĕтĕмĕшле предметсен занятийĕсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пынă май, икĕ курс сисĕнмесĕрех хыçа юлнă. Виççĕмĕш курса куçнă курсантсене – вĕренÿре пур предметпа та «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан çамрăксене çуллахи отпуск умĕн училище начальникĕ хăй патне чĕнтерсе илнĕ.

– Хура тинĕс флотĕнче офицерсен кадрĕсем çитмеççĕ, – тенĕ генерал. – Çавна май пирĕн училищĕре çитес вĕренÿ çулĕнчен тинĕс-çар офицерĕсене хатĕрлекен факультет уçăлать. Унта чи пултаруллă курсантсене вĕренме куçаратпăр. Виççĕмĕш курсах. Икĕ çултан эсир тинĕс-çар офицерĕсем пулса тăратăр. Шухăшласа пăхма виçĕ сехет паратăп.

Тинĕс флочĕн романтикин туйăмĕпе çунатланса кайнă курсантсем çав самантрах çĕнĕ факультета куçма хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Паллах, çакна çирĕплетсе училище начальникĕн сĕтелĕ çине рапортсем хунă.

Икĕ çултан (1967 çулта) мал ĕмĕтлĕ çамрăксем хул пуççи çине тинĕс-çар офицерĕсен ылтăн пакунĕсене çакнă. Çамрăк лейтенантсем Хура тинĕс флочĕн шыв çийĕн çÿрекен карапĕсем çинче службăра тăма приказ илнĕ.

Т.Шарафутдинов лейтенант, училищĕре хĕрлĕ диплом илнĕскер, «Серьезный» эскадра миноносецĕ çинче электромеханика чаçĕн командирĕн çумĕн должноçне йышăннă. Çамрăк матроссене патриотла воспитани парасси, вĕсен чун-чĕринче флот мăнаçлăхне çĕклесси, служба тивĕçне Присяга хушнă пек пурнăçлас туйăма вăйлатасси, политика занятийĕсем ирттересси, командира пулăшса пырасси унăн тĕп тивĕçĕ пулса тăнă.

1974 çултан пуçласа Т.Шарафутдинов капитан-лейтенанта Лăпкă океан флотне куçарнă. Çак флотра та Тефкиль Нигметзянович офицер тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Карапсен дивизионĕн командирĕн çумĕ хăйĕнчен те, пăхăнса тăракансенчен те çирĕп ыйтнă. Дивизионти карапсем (виçĕ единица) Тăван çĕр-шывăн шыв çинчи границине сыхласа походра пĕр уйăхран пуçласа çур çул таранах çÿренĕ. Анлă океанпа пысăк тинĕссенче, Курилпа Командор утравĕсен таврашĕнче ирттернĕ служба çулĕсене кăмăллăн аса илчĕ Тефкиль Нигметзянович. Тинĕс тăвăлĕ карапа талăкĕпех çÿллĕ хумсем çинче вылятса çÿренĕ тапхăрта та, кунĕн-çĕрĕн сивĕ çумăр лÿшкенĕ вăхăтра та офицерсемпе старшинасем тата матроссем нăйкăшман, служба тивĕçне кирлĕ пек туса пырасси пурин те малти вырăнта тăнă.

1980 çулта виççĕмĕш рангри капитан каллех Хура тинĕс флотне килме назначени илнĕ. Хальхинче Т.Шарафутдинов Одесса облаçĕнчи Измаил хулинчи çар-вĕренÿ заведенийĕнче ĕçленĕ, пирĕн çĕр-шывпа туслă пурăннă патшалăхсенчен килнĕ тинĕс-çар офицерĕсен квалификацине ÿстерекен курссен начальникĕ пулнă. Виçĕ çултан иккĕмĕш рангри капитан звани илнĕ. Çак должноçра пĕр улшăнми 9 çул вăй хурсан, 1989 çулта, Тефкиль Нигметзянович запаса тухнă.

Служба тивĕçне яланах професси ăсталăхĕпе тата таса чунпа пурнăçланăшăн ăна Хура тинĕс тата Лăпкă океан флочĕсен командованийĕсен Грамотисемпе, Тав хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Юбилей медалĕсемпе тĕрлĕ знаксем те пур.

Юратнă мăшăрĕпе, Факия Хасянзяновнăпа (вăл Патирекре çуралса ÿснĕ, хĕр чухнехи хушамачĕ – Хамдеева), ывăлпа хĕр çуратса ÿстерсе, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Алмаз ывăлĕ ашшĕн çул-йĕрĕпех кайнă. Моряксен династине малалла тăсса вăл аслă тинĕс-çар училищине пĕтернĕ, 20 çул службăра тăрсан виççĕмĕш рангри капитан званийĕпе запаса тухнă. Халĕ хăйĕн çемйипе Севастопольте пурăнать. Лилия Измаил хулинче аслă пĕлÿ илнĕ, унтах ĕçлет. Çемьеллĕ. Тефкиль Нигметзяновичпа Факия Хасянзяновнăн – икĕ мăнук. Асли, Саша, тинĕс академине пĕтернĕ хыççăн Хура тинĕс флотĕнче ĕçлет. Вăл – карап капитанĕ. Кĕçĕн мăнукĕ, Яна, Одессăри медицина университетĕнче сиплев факультетĕнче вĕренет, врач пулма хатĕрленет.

Шарафутдиновсен çемйи 1994 çултанпа тăван районта, Шăмăршă ялĕнче пурăнать. Тефкиль Нигметзянович районти çамрăксене, шкул ачисене патриотла воспитани парас ĕçе те хутшăнать. Вăл е ку мероприятие чĕнсен, унта хаваспах хутшăнать. Ачасемпе, çамрăксемпе отставкăри иккĕмĕш рангри капитан Тăван çĕр-шыва хÿтĕлессипе, мирлĕ халăхăн тăнăçлăхне упрассипе çыхăннă ăшпиллĕ калаçусем ирттерет, çар службинче тăрасси кашни арçыннăн сумлă тивĕçĕ пулнине, çакă ăна ял-йышра чыс тата сум кÿнине палăртать. Салтака каяссинчен пăркаланакансене ял çыннисем хисеплеменни пирки те асăнса хăварать.

Декабрĕн 12-мĕшĕнче Т.Шарафутдинов хăйĕн 70 çулхи юбилейне уявларĕ. Унăн çемйи, тăванĕсем, юлташ-пĕлĕшĕсем çумне хутшăнса Тефкиль Нигметзяновича сумлă юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

И.МЕДВЕДЕВ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика