04 декабря 2013 г.
Учитель пулас ĕмĕт Шупашкар хулинчи 6-мĕш номерлĕ шкулта вĕреннĕ çулсенче çуралнă. Пур предметсемпе те лайăх ĕлкĕрсе пыракан хĕр ачана пулас ĕç валли пĕртен-пĕр предмет суйласа илме çăмăлах пулман: математикăпа физика та, химипе биологи те, историпе географи те – юратнă уроксем… Хăйне вĕрентекен учительсенчен пуринчен те ытларах вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен О.А.Андреевана килĕштернĕ. Çапла вара Галина та чĕлхеçĕ пулса тăнă.
1983 çулта çак ялти Николай Ивановпа пĕрлешнĕ хыççăн, çамрăк мăшăр пĕр вăхăт Казахстанра пурăннă. Унта та Галина Вячеславовна педагог пулса ĕçленĕ. 1994 çулта яла таврăнсан, вăл каллех Кивĕ Чукалти шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă.
Пултарулăхне кура, часах ăна шкулти вĕрентÿпе воспитани ĕçне шанса параççĕ (1996 çул). Унтанпа 17 çул пĕр улшăнми Г.В.Иванова çак тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пычĕ. Çак хушăра ачасемшĕн юратнă учитель, пĕрле ĕçлекенсемшĕн ăста ертÿçĕ пулса тăчĕ.
Ман умра – Кивĕ Чукал шкул коллективĕн юлашки вунă çул хушшинчи çитĕнĕвĕсем.
Чăн малтанах шкул администрацийĕ кашни çулхи утăма тĕплĕн тишкерни, пĕтĕмлетÿ тума пĕлни, малашлăха курни палăрать. Учительсен вĕрентес ĕç пахалăхне ÿстерессишĕн Галина Вячеславовна мĕн чухлĕ вăй хунă! Çулсерен вăл ирттерекен методика семинарĕсенче педагогикăн çĕнĕ технологийĕсемпе паллашнă, ачасен вĕренÿ туртăмне ÿстересси тата сывлăхне упрасси пирки калаçнă, Интернетпа урокра пĕлсе усă курмалли çинчен сăмах хускатнă тата ытти те... Асăннă тематика хут çине çырса хăварма мар, чăн-чăн ĕçлĕхлĕ вĕренÿ пулнă. Ахальтен-и районта пуçласа интерактивлă доскапа ĕçлеме çак пĕчĕк шкулта пикенчĕç. Çĕнĕ меслетпе усă курса Т.М.Малеева районти ĕçтешĕсем умĕнче музыка урокне епле интереслĕ ирттерни куç умĕнчех. Каярахпа Татьяна Михайловна Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче те завучсем валли тĕслĕхлĕ урок кăтартса панăччĕ (2009 ç). Çакнашкал тухăçлă уçă уроксене Галина Вячеславовна уйрăм пуçтарса пыратчĕ (банк данных эффективности уроков). Кун пек паха сведенисене упраса пырасси те ытти шкулсенчен маларах пуçланса кайрĕ. Учительсен ĕçре усă курмалли материалĕ-сенчен тăракан сайчĕсем те çак шкултах çăмăллăн пурнăçа кĕчĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн методика ăсталăхне туптасах пыччăр тесе мĕн кăна шутласа кăлармастчĕ-ши вăл; Шкул ачисен пултарулăхне палăртса малалла аталантарас тĕллевпе тата мĕн тĕрлĕ мероприятисем ирттерместчĕ-ши; Ăслăлăх марафонĕ – кашни класра, олимпиада – пур предметпа! Олимпиада тенĕрен, 2006-2007 вĕренÿ çулĕнче Кивĕ Чукал шкулĕн олимпиадăри рейтингĕ районта чи çÿллĕ шайрисенчен пĕриччĕ. Республикăра географипе иртекен олимпиадăран виçĕ хутчен Дипломпа таврăннăччĕ çак шкулта вĕренекен Сергей Уськин (2003-2005 çулсем). Пĕр çулхине (2004 ç.) республика чысне хÿтĕлесе Раççей шайĕнчи олимпиадăра та хутшăнма тивĕçнĕччĕ!
Ачасен ăс-хакăлне ÿстернисĕр пуçне, тĕрлĕрен конкурссем, фестивальсем, конференцисем... Ячĕшĕн кăна иртмен вĕсем, кашни ачан çут çанталăк панă талантне тупма пулăшнă. Çак çулсенче шкул ачисен КВН вăййисем анлă сарăлнăччĕ. Вулакансем пĕлеççĕ: пĕчĕк комплектлă Кивĕ Чукалти шкул ачисем яланах вăтам шкулсемпе пĕр тан ăмăртаççĕ! Тĕрлĕ çулсенче Оля Крикина, Максим Мандрюков, Валя Мишкина районти "Чи лайăх КВН вăйăçи" ята çĕнсе илнĕччĕ!
Çапла, Г.В.Иванова 32 çул шкулта пысăк яваплăхпа, вăй-халне шеллемесĕр ĕçлерĕ. Шкулти педагогсемшĕн вăл амăшĕ вырăнĕнчех пулнă – вĕсенчен çирĕп ыйтма та, хавхалантарма та пĕлнĕ. Ырă кăмăллăскер, кашнинех ĕçре пулăшса пынă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура.
Галина Вячеславовна шкулта – директор çумĕ, килĕ-нче вара – ултă ача амăшĕ. Мăшăрĕпе тăватă хĕрпе икĕ ывăла кун çути парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте аслă пĕлÿллĕ, ял çинче ырă ятлă. Пĕринчен тепри йĕркеллĕ, тÿрĕ кăмăллă. Виççĕшĕ çемьеленчĕç те ĕнтĕ – виçĕ мăнук савăнăç кÿрет йышлă та туслă Ивановсен çемйине.
Çак кунсенче хисеплĕ Галина Вячеславовнăн – 55 çулхи юбилейĕ. Сăпайлă та ăшă чунлă юбиляра ырлăх-сывлăх, телей сунас килет!
Г.ИВАНОВА.
Шăмăршă ялĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"