Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх – пурнăç илемĕ

23 октября 2013 г.

Велосипедсем çине ларса кÿршĕ ял – Вырăс Чукалĕ еннелле çул тытрăмăр. Асфальтлă çулăн сылтăм енче вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк патĕнче класпа сăн ÿкерттертĕмĕр. Палăк тавра ÿсекен шурă туналлă хурăнсем çывăх çыннисене вăрçа ăсатнă хĕрсем пек кĕрхи кунсен тунсăхне путнă, шăп лараççĕ. Хăрушă кунсене асра тытма вăрçăра пуç хунă салтаксен ячĕсене шăрçаланă чул хăмасем хÿтĕлев хапхи евĕр курăнаççĕ, хăрушă кунсен синкерне куç умне кăларма пулăшаççĕ: «Вĕсен те пурăнас килнĕ-çке, сарă хĕвел вĕсемшĕн те йăл-йăл пăхнă-çке! Мĕнле шелсĕр эсĕ, вăрçă!»

Сывă çын ватăлсан та илемлĕ. Пирĕн класра вĕренекен Павлик Нефедовăн 1924-мĕш çулта çуралнă асламăшне курсан çак сăмахсен чăнлăхне ĕнентĕмĕр. Çĕнĕ Чукал ялĕнче пурăнаççĕ вĕсем. Эпир вĕсен тĕлĕнче чарăнса тăтăмăр. Ольга Николаевна алăпах çунă япалисене кĕвентепе кивет, пусă шывĕпе чÿхет. «Алă шăнмасть, Турă сывлăх панă мана. Ĕне сума пăрахни те çулталăк кăна. Çĕр улмине те пухма хутшăнатăп, ĕнер çеç пĕтертĕмĕр», – тĕлĕнтерчĕ Павлик асламăшĕ. Ачашăн вăл амăшĕ вырăнĕнче те. Çунă япаласен витрине çăмăллăнах çĕклесе илчĕ те пахчаналла уттарчĕ.

"Эпĕ ĕçкĕпе туслă мар, ĕçлеме ÿркенместĕп, – калаçать ватă. – Акă сирĕн валли сывă пурнăç йĕрки...

Шухăшласа пăхмалла ку тĕслĕх пирки. Пурнăç хаклă пулсан – ĕçлеме ÿркенмелле мар!

Хисеплĕ ватăпа сыв пуллашнă хыççăн Киремет вырăнне çул тытрăмăр.

Кĕрхи вăрман илемĕ пăхса ытармалла мар! Ватă, сарлака юмансем – пирĕн мăн асаттесен ĕмĕлкийĕ, ак мĕнле çирĕп пулнă вĕсем! Уçă сывлăш – киленÿ те, сывлăха çирĕплетни те. Тулли, савăнăçлă кăмăлпа киле таврăнтăмăр.

В.МАЛЕЕВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика