Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тутăхмасть-ха сăвăçăн пери

27 июля 2013 г.

Тутăхмасть-ха сăвăçăн пери

ВАÇЛЕЙ Иванов-Кăрăк тесен, ăна пирĕн вулакансем лайăх пĕлеççĕ: Кивĕ Чукал чăвашĕ вĕт: сăвăç, обществăлла корреспондент. Çак кунсенче нумай çул пирĕн хаçатпа тачă çыхăну тытакан хисеплĕ çыннăмăр 75 çул тултарчĕ.

Василий Михайлович Улатăр районĕнчи Суйкăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерсен йĕкĕт Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçри вăтам шкулта аттестат илнĕ. Унтан – Улатăрти вăрман хуçалăхĕн техникумĕ. 1957-1958 çулсенче Ваçлей Кăрăк Улатăр район хаçатĕнче литсотрудник пулса ĕçленĕ.

Кайран ăна пурнăç çулĕ Çĕпĕре илсе çитернĕ. В.Иванов Красноярск крайĕнчи Мартынин районĕнчи вăрман хуçалăхĕнче вăй хума тытăннă. 15 çул вăрман мастерĕ пулнă вăл. Ун хыççăн ăна Киров облаçĕ-нче те вăй хума тивнĕ: каллех – вăрман ĕçченĕ.

1975 çулта В.Иванов Кивĕ Чукалта тĕпленнĕ, колхозра ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухнă.

Василий Михайлович – сăвăç чунлă çын. Вăл çырнисем халĕччен район хаçат- ĕнче сахал мар пичетленчĕç, унăн сăввисем республика хаçат-журналĕсенче те тăтăш çутă кун кураççĕ.

Эпир, хаçат ĕçченĕсем, хамăрăн тахçанхи çывăх тусăмăра юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Шансах тăратпăр: унăн аллинче перо малашне те тутăхмĕ. Халĕ те вăл хăйĕн юлашки вăхăтра çырнă сăввине парса хăварчĕ. Паллашар-ха эппин унпа.

 

Кĕрхи илем

Кĕрхи кун. Тунсăх пусрĕ. Кичем,

Иртенпех пусмăрлать мана тем.

Çут çанталăкăн хăйĕн саккун,

Пăхăнатпăр ăна хăш-пĕр кун.

 

Вун-вун тĕслĕн çиçет ав вăрман,

Савнă вырăн пурах унта ман,

Ерипен вăрмана кĕнĕçем,

Сĕврĕлеç ăшăмри туйăмсем.

 

Вăштăр-ваштăр туса çил ачи,

Вăрман тăрăх чупать катаччи.

Çăтăл-çăтăл туса ал çупаç,

Ăмăртса катари ăвăссем.

Кăтрине силлесе саламлаç,

Пике евĕр шап-шур хурăнсем.

 

Ав пилеш вут-кăварлă паян –,

Юнашар шăрçа пухнă палан,

Шĕшкĕсен айĕнче пăт та пат,

(Ак мана мĕнешкел тарават!)

Катса çи-ха тесе, кучченеç,

Ман çине мăйăрсем ав ÿкеç.

 

Каялла вăрмантан тухнăçем,

Туртăнса ман ăшри хĕлĕхсем

Юрă-кĕвĕ савса кĕвĕлеç.

Яланах киленÿ эс кÿрсем

Кĕрхи çак хăйне евĕр илем.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика