Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта пурăнма килĕшет

04 июля 2012 г.

МĔН каламалли пур, ялта тем тесен те пурнăç интереслĕрех те хаваслăрах та. Ирхине автан сассипе вăранса сарă хĕвел тÿпене хăпарнине сăнаса кил хуçи хĕрарăмĕ витре йăтса ĕне сума тухать. Кăпăклă сĕт витре хĕрринченех тулса кăмăла çĕклет. Картари сурăхсем те хăйсем çинчен аса илтерсе сас параççĕ, кĕтĕве кайма вăхăт çитнине систереççĕ. Çапла пуçланать ялта çĕнĕ кун.

Кивĕ Чукалта пурăнакан Никитинсен кун йĕрки те ытти çынсеннинчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть. Ĕçĕ кăна нумайрах çак çемьере. Юрий Алексеевичпа Зоя Геннадьевна ял-йышшăн калама çук пархатарлă ĕç тăваççĕ. Вĕсем ялти ĕнесене чуптарма ăратлă виçĕ вăкăр усраççĕ. Çавăнпах пулĕ ку тăрăхра хĕсĕр юлакан ĕнесем çукпа пĕрех. Ама сысна усракансем валли те чăрмав çук. Ку енĕпе те Никитинсен аçа сыснисем вырăнлă. Хăйсем те вĕсем чух-чухсене йышлă тытаççĕ, 20 пуç ытла. Вĕсен çумĕнче çурасем те пур.

Çакăнпа кăна выльăх-чĕрлĕх шучĕ вĕçленмест Никитинсен. Ялта пурăнакан нумай çын пекех ĕне те тытаççĕ вĕсем. "Ĕнесĕр картишĕн илемĕ çук", – пĕлтерет Зоя Геннадьевна. Çамрăк вăкăр чунĕ тата 5 пуç. Çавăн пекех чăх-чĕп, хур-кăвакал йышлă.

Ÿркенменрен, ял пурнăçне чун-чĕререн юратнăран пуян хуçалăх тытса тăраççĕ Никитинсем. "Пĕри те тепри выльăх-чĕрлĕх усрамасан, çĕр ĕçĕпе аппаланмасан, çĕнĕ çуртсем ялта çĕкленмесен, ача-пăча сасси илтĕнмесен ял ватăлать, пĕтет", – чунне уçрĕ Юрий Алексеевич. Питĕ тĕрĕс те вырăнлă ку сăмахсем.

Хуçалăхра МТЗ-82, Т-40 тракторсем, ГАЗ-53, УАЗ автомашинăсем пур вĕсен. Утă-улăм преслакан агрегат та юсавлă. Паллах, çакăн чухлĕ техника ĕçсĕр лармасть. 80 гектара яхăн çĕр çинче трактор-машинăн хăйĕн ĕçĕ тупăнатех.

Çĕр хуçисем те Никитинсем. Хăйсен çĕрĕ çинче тырă-пулă акса çитĕнтереççĕ, çĕр улми те чечеке ларнă, выльăх апачĕлĕх утăпа тымар çимĕç те пур.

Çакăн пек хастар та пултаруллă çынсен ĕçĕпе мухтанмалли, савăнмалли кăна юлать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика