Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алăран ĕç каймасть

20 июня 2012 г.

Чукал тăрăхĕ ĕлĕкрен кăçатă йăвалакан ăстасенчен пуян пулнă. Анчах вĕсен ĕçĕ – сезонлăх, вăхăтлăх кăна. Вăрман касса вутă хатĕрлесе сутакансем те пур-ха. Халĕ кашни килĕрех "кăвак çулăм" çунать те, вут-шанкă та питех сутăнасшăн мар. Ял çыннин вара пурăнасах пулать. Кун пек чухне выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе усрани самаях пулăшать: çемье те ĕçлĕ, укçи-тенки те пухăнать. Ан ÿркен çеç. Ĕçрен хăрамасан ялтах начар мар пурăнма пулать. Килти хушма хуçалăх йĕркелесе ярас текенсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 58 пин тĕнкĕ ытларах субсиди пама тытăнсан Кивĕ Чукалти Микушинсем те "çемье канашне" ирттернĕ: çакăнпа усă курни вырăнлă мар-ши; Каланă – тунă. Çакăнтан вара йеркеленнĕ те ĕнтĕ килти хушма хуçалăх, аталанма пуçланă. – Пирен хамăрăн 13 гектар çĕр пур, – тет çемье пуçĕ Василий Ильич. – Унпа туллин усă курма тăрăшатпăр, выльăх апачĕлĕх культурăсем çитĕнтеретпĕр. Нумай çул ÿсекен курăксем те пур Микушинсен. Кăçал тата пĕр çул ÿсекеннисене акса хăварнă. Çĕр улмипе чĕкĕнтĕр те пур. – Ÿркенмелле мар, вара йăлтах пулать, – калаçăва хутшăнать Василий Ильич мăшăрĕ Лариса Васильевна. – Çывăрса выртаймăн: хĕвелтен хĕвелччен ĕçлеме тивни те пулкалать. Ялта унсăрăн май çук. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ халĕ Микушинсем. Сăвăнакан икĕ ĕне вĕсен, виçĕ вăкăрпа пăру, çăвăрлакан икĕ сысна ами, сысна çурисем – саккăрăн. Вĕллесем те пур иккен. Халăхра шутне калама хушмаççĕ тенипе-ши хушма хуçалăх тытакансем вĕсем миçе пулни пирки шарламарĕç. Çакна çеç пĕлтĕм: пыл, хăйсемсĕр пуçне, сутмалăх та çителĕклех-мĕн. Икĕ ача Микушинсен: хĕрпе ывăл. Елена Шупашкарта колледжра вĕренет, Дима кăçал сакăр класс пĕтернĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте ытларах унăн ĕçлеме тивет. Анчах арçын ача çакăншăн пачах ÿпкелешмест: ĕçе хăнăхса ÿсни хăйшĕнех-çке-ха, малашнехи пурнăçра та кирлĕ пулĕ çакă. Каникулсене таврăнсан Лена та ĕçрен ютшăнса тăмасть. Микушинсем выльăх-чĕрлĕх продукцине самаях сутаççĕ. Кăçал кăна, акă, вун виçĕ сысна çури сутнă, аш-какай – 300 килограмм ытла. Ĕнесенчен вара куллен 30-35 литр сĕт суса илеççĕ. Хăйсенчен, çамрăк вылăхсенчен юлни сутăнса укçа-тенке çаврăнать. Килте йышлă выльăх усранăран çемье членĕсен хăйсенех зоотехник, ветеринар вырăнĕнче пулма тивет. Паллах, пурне те пĕлсе çитереймĕн. Кун пек чухне ятарлă справочниксем пысăк пулăшу параççĕ. Микушинсен халĕ уйрăмах хĕрÿ тапхăр: йышлă выльăх-чĕрлĕх валли апатне те ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăвармалла. Вăхăтра çулса типĕтнĕ курăксем – халăхра калашле, чей пек паха утă. Пахчара та ĕç нумай. Выльăхсем те "хаçат вуланипе" тутă пулмаççĕ – апатне памалла, шăвармалла, тислĕкне тасатмалла. Пĕр сăмахпа, кунĕпех алăран ĕç каймасть.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика