Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕ иртрĕ

06 июня 2012 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе, Çимĕк кун, Кивĕ Чукал ялĕнчи Çăл çеремĕнче Ял уявĕ иртнĕ. Çак уява килмесĕр ялти çамрăк та ватă та юлмарĕ. Уява ял пуçлăхĕ Александр Васильевич Чамеев пуçланă. Вăл ял халăхне уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ, ялти çынсене тата учрежденисене грамотăпа наградăларĕ. Ялти "Чи тирпейлĕ учреждени" ята Кивĕ Чукал шкулĕ тивĕçрĕ, "Чи тирпейлĕ кил-хуçалăх" ята Николай Алексеевич Карзановăн хуçалăхĕ илчĕ, "Чи тирпейлĕ полисадник" – Ирина Николаевна Чурбанова полисадникĕ, "Ялти чи ватă хисеплĕ çын" – Анисия Алексеевна Шикина, "Ялти чи сумлă ватă çын" – Антон Петрович Малеев пулчĕç.

Малалла З.И.Карзанова сăмах илсе çимĕк сăввисем каласа пачĕ. Кивĕ Чукал шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсен ташшисемпе халăха савăнтарчĕç, икĕ ушкăна уйрăлса çимĕк вăййисем ирттерчĕç. Çак уяв пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

Хамăрăн мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине манманни, ăна çитĕнекен ăрăва ăнлантарса, кăтартса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăвашлăха тĕпе хурса ирттерекен кашни уявах ватăсен кăмăлне çĕклет, савăнтарать, çамрăксене те пĕр тĕвве çыхать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика