Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿре пирĕн тÿпе те пур

12 мая 2012 г.

АСЛĂ Отечествăлла вăрçă çулĕсене аса илсен халĕ те куççуль тухать. Мĕн кăна курман-ши, тÿсмен-ши пирĕн ÿсĕмри çынсем; Çаксене ниепле те манаймăн. Манас тесен те...

Вăрçă пирĕн килтен те пăрăнмарĕ

Пирĕн ялтан – Кивĕ Чукалтан – фронта виççĕр ытла çын тухса кайнă, вĕсенчен виççĕшĕ – хĕрсем. Çĕнтерÿшĕн юн юхтарнисенчен çурри ытла вара тăван килĕсене таврăнаймарĕç – вăрçă хирĕсенче яланлăхах выртса юлчĕç.

Вăрçă пуçланнă çул эпĕ тăваттăмĕш класра вĕренме тытăнтăм. Пирĕн учитель – Михаил Филиппович Бельцов 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче вăрçа тухса кайрĕ. Пире вара, виççĕмĕш класпа пĕрле, Евдокия Степановна Архипова учительница вĕрентме тытăнчĕ. Çак хушăра темиçе ача шкула çÿреме пăрахрĕç: тăхăнма тумтир çукчĕ, çăкăр çитместчĕ.

Вăрçă пирĕн килтен те пăрăнса иртмерĕ. Çак çултах, нарăс уйăхĕнче, аттене, çу уйăхĕнче вара Ваня тетене те фронта ăсатрăмăр...

1943 çулта пиллĕкмĕш класран лайăх вĕренсе тухрăм. Пурнăç начарланнăран малалла урăх вĕренеймерĕм.

Вăрçăн малтанхи çулĕсенчех ачасене колхоз ĕçне хутăштарма тытăнчĕç. Эпир те утă пуçтарнă, çум çумланă, çĕр улми кăларнă. Колхозра ĕçлемелле пулнăран, вĕренÿ çулĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăна пуçланатчĕ.

1942 çулта Коля тете çичĕ класс пĕтерчĕ. Çав çулах райĕçтăвкомран ял Советне хушу килнĕ: юпа уйăхĕнчен пуçласа ялтан виçĕ çынна Шăмăрша лашапа вутă турттарма ямалла. Хĕлĕпех ĕçлеме тивнĕ вĕсен: райком, райĕçтăвком, госбанк, больница валли вăрмантан вутă турттарнă. Çитĕннисем хушшинче манăн Коля тете те пурччĕ. Вун пиллĕкрискер, пÿ-си тĕлĕшĕпе тĕреклĕччĕ вăл.

1943 çулхи çуркунне уй-хир ĕçĕсене ирттерме колхоза МТСран тракторсем килчĕç. Коля тете плугарьте ĕçлеме пуçларĕ. Унăн пурнăçĕ вара малашне те çак енĕпех кайрĕ. Тракторсем, çу каçа ĕçленĕ хыççăн, юпа уйăхĕнче МТСа юсава таврăнчĕç.

Выçлăх пуçланчĕ

Ял халăхĕшĕн 1943-1944 çулсем уйрăмах йывăр пулчĕç. 1943 çулта çанталăк йĕпе тăчĕ, çум-курăк ашкăрса кайрĕ. Мăян уйрăмах нумайччĕ. Тыр-пула, утă-улăма пуçтарса кĕртме питĕ йывăр килчĕ. Хăш-пĕр вырăнсене кĕме те çукчĕ. Тырра çурлапа вырма, çавапа çулма тиветчĕ. Колхозра ĕçленĕшĕн ĕç кунĕ çырса пыратчĕç, вĕсене шутласа кĕркунне утă-улăм, тырă уйăркаласа паратчĕç.

Ялта нумайăшĕ килти пахчисене тулă, кĕрпелĕх вир акнă. Кантăр вара ки-лĕренехчĕ. Кантăра тылласа сÿсĕнчен пир тĕртнĕ, тумтир çĕленĕ. Йĕпе çул килти пахчасенче те, колхоз хирĕнче те çĕр улми çĕрсе кайрĕ. Выçлăх пуçланчĕ. Çынсем выльăхсене тырăлла улăштарма, сутма тытăнчĕç, хăшĕсем вĕсене пусса çиме пуçларĕç. Çуркунне вара, юр кайсанах хире крахмал (çĕрĕк çĕр улми) пухма тухнă. Нумай çынна ви-лĕмрен çăлса хăварчĕ çакă. Çăва тухсан çиме юрăхлă курăксене сахал пухнă-и тата; Выçлăх çулĕнче ялта вилекенсем те пулчĕç. Хăшĕсене вара çĕнĕ çĕр улми çеç вилĕмрен хăтарса хăварчĕ. Çум çумлама, утă çулса пухма тухакансене яшка е пăтă пĕçерсе çитеретчĕç. Çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен çăнăх е çăкăр пама тытăнчĕç.

1944 çулта çур аки ирттерме патшалăх вăрлăх парса пулăшрĕ. Ăна Улатăртан колхозниксем алă ураписемпе туртса килнĕччĕ. Çав çул çур акине эпĕ те хутшăнтăм, парă лаша кÿлсе икĕ касăллă плугпа çĕр сухалаттăмăр, акнă лаптăксене сÿрелеттĕмĕр. Çĕртме-утă уйăхĕсенче çĕртме сухи тунă.

Çурла-авăн уйăхĕсенче вырнă тырра çапса ĕлкĕрме вăй çитмен. Çавăнпа çĕмелсенчи кĕлтесене капана е кăлата купаланă. Аякри хирсенчен кĕлтесене лашасемпе турттарнă. Ял çывăхĕнчисене вара алă вĕççĕн - наççилккепе йăтнă. Çав çулах Пăнчук ятлă юлташпа (Пантелей Кувайский) колхозăн икĕ вăкăрне кÿлме вĕрентрĕмĕр. Мĕншĕн тесен, лашасем юлманпа пĕрехчĕ. Пуррисем те питĕ начарччĕ, вĕсене çитерме апачĕ те çитмен.

Пĕр-пĕр çемьене фронтран хура хут (салтаксем вилни çинчен) килни пĕтĕм ялшăн пысăк хуйхăччĕ... Ялта тифпа кăрчанкă чирĕсем сарăлнăччĕ, тифа пула вилекенсем те пулчĕç.

Пурте – фронт валли

Фронт валли обязательнăй йĕркепе кашни ĕне пуçне 100 литр сĕт е 4 килограмм сар çу, кашни килĕрен (выльăх-чĕрлĕх усрамасан та) 40-шер килограмм аш-какай, 100 çăмарта, 250-400 килограмм çĕр улми памаллаччĕ. Кунсăр пуçне кашни вĕллешĕн, улма-çырла йывăçĕпе тĕмĕшĕн те налук тÿлеттеретчĕç. Çакă вăрçă хыççăн та темиçе çула пычĕ.

Эпĕ вун иккĕрех çăпата тума вĕреннĕ, Пăчăрлă Пашьел пасарне сутма çÿренĕ. Пушăтне вăрмантан вăрттăн касса килнĕ. Лесник тытсан пуçран шăлмасса кĕтсех тăмаллаччĕ, штраф паратчĕç.

Лашасем çитменрен çынсем вут-шанка вăрмантан урапапа, çунасемпе турттаратчĕç. Лаша вырăнне суха пуçа хĕрсемпе хĕрарăмсем кÿлĕннине аса илсен халĕ те куççуль тухать... Чĕрĕ вутă хутнăран хĕлле шкулта та питĕ сивĕччĕ. 1938 çулта пирĕн пĕрремĕш класра 36 ачаччĕ, 1945 çулта вĕсенчен саккăрăшĕ çеç çичĕ класс пĕтерчĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче ялсенче ыйткалакансем нумайланчĕç. Килĕрен киле çÿретчĕç вĕсем. Шеллесе пулăшас та килетчĕ вĕсене – анчах нумайăшĕн хăйсен те нимĕн те çук. Çавах сайра хутра пĕрер татăк çăкăр е çĕр улми паракансем тупăнкалатчĕç, çĕр выртма яркалакансем те пулкалатчĕç.

Çакна та манман: 1944 çулта, выçлăха пăхмасăр, выльăхсăр юлас мар тесе пĕр сурăх хăварнăччĕ. Ăна та пулин ял Совечĕн председателĕпе налук пуçтаракан уполномоченнăй картишĕнченех çавăтса тухса кайрĕç. Патшалăха аш парса çитереймен, имĕш.

1944 çулхи пуш уйăхĕнче, çимелли нимĕнех те юлманран, анне ĕнене Патăрьел пасарне илсе кайса 15 пăт тырăлла сутса килчĕ. Вăл енчи халăх тырăллăрахчĕ çав. Çак тырăран çичĕ пăчĕпе тына пăру туянма май килчĕ. Сĕтсĕр пурăнма йывăрччĕ.

Сахал мар терт-нуша куртăмăр, йывăрлăхсем тÿсрĕмĕр пулин те çавах çутă куна – Çĕнтерĕве кĕтсе илтĕмĕр. Пуриншĕн те чи пысăк савăнăç пулчĕ çакă, нумай-нумай çыншăн вара – куççуль витĕр уяв. Çак Çĕнтерÿре пирĕн – вăрçă ачисен тÿпи те пур.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика