Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшшине – ачасене

25 апреля 2012 г.

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе! Çепĕç те вăл, янăравлă та. Ачашлăхĕпе аннене аса илтерет, илемĕпе чуна тыткăнлать. Тăван чĕлхепе тĕрĕс калаçма-çырма, ăна юратма вĕрентекенсенчен пĕри – Вера Петровна Малеева. Вăл 31 çул ĕнтĕ Кивĕ Чукалти тулли мар вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.

йне майлă илĕртÿллĕ. Пĕр урок спектакль евĕр иртет, тепри – концерт пек. Пĕррехинче Л.Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» хайлавĕ тăрăх суд-урок курма тÿр килнĕччĕ. Вĕрентекен урокра вăйă элеменчĕсемпе те час-часах усă курать: КВН-урок, конкурс-урок, ăмăрту-урок... Кун пек меслетпе ĕçлени ачана вулама хистет. Епле-ха унăн команди мала тухĕ, енчен те пĕтĕм текста тĕплĕн пĕлмесен;

Вера Петровна шкулта ĕçлеме пуçланăранпах драма кружокне ертсе пырать. Çакă ачасене кашни сăмаха кирлĕ пек интонаципе калама вĕрентет, сцена çинче хăйсене тĕрĕс тытма хăнăхтарать. Кружок репертуарĕнче – чăваш литературин классикĕсен произведенийĕсем тата хальхи авторсен пьесисем. Çапла кăçалхи вĕрентÿ çулĕнче çамрăк артистсем «Тирпейсĕр Тимуш» ятлă спектакль тата «Итлемен чăх чĕппи» юмах выляса кăтартрĕç. Пĕлтĕр «Ăçта-ши ман атте;» спектакль кăтартнăччĕ. «Айтар» драмăпа вара кÿршĕ ялсене те тухса çÿрерĕç.

Çăмăл мар шкул ачисене спектакльсем лартма. Рольсене вылянисĕр пуçне декорацине те, костюмсем те хатĕрлемелле. Çапах та сцена ачасене илĕртет. Хаваспах кружока çÿреççĕ. Вера Петровна вара уроксем хыççăн режиссер пулса тăрать, хăй мĕн пултарнине ачасене вĕрентет. Хăй те вăл пултаруллă: юрлама-ташлама юратать, сăвăсем çырать, спектакльсенче вылять.

В. Малеева театра мĕн пĕчĕкренех юратать. Шупашкара кайсан та спектакль курмасăр таврăнмасть. Хăйĕн вĕренекенĕ пулнă Светлана Захарова артистка вылякан спектакльсене уйрăмах килĕштерет вăл. Чунне парса вĕрентнĕ ачасем хушшинче журналист та, чăваш чĕлхипе литература учителĕсем те пур.

Халĕ Вера Петровна 7-мĕш класра вĕренекен Елена Малеевăпа, район конкурсĕн çĕнтерÿçипе, республикăри «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн мультимедиа конкурсĕнче хутшăнма хатĕрленет. Унăн ачисем наукăпа практика конференцийĕнче те, олимпиадăра та – призерсен шутĕнче. Пысăк хавхаланупа ĕçлекен пултаруллă вĕрентекенĕн ĕçĕсем малашне те ăнса пыччăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика