Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьере – икĕ ученăй

13 апреля 2012 г.

КИВĔ ЧУКАЛТА çуралса ÿснĕ, кайран Чăваш Енрен аякри хулара ĕçе вырнаçнă, унтах пурăнма юлнă ентешсем сахалах мар. Вĕсем унта пархатарлă ĕçпе пысăк хисепе тивĕçнĕ. Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса, тĕрĕс воспитани парса, тивĕçлĕ пĕлÿ тата специальноç илме пулăшса пынă май, ентешсен ачисем те ят-сум çĕнсе илнĕ. Çакнашкал ял çыннисенчен пĕрисем – Николай Дмитриевичпа Раиса Павловна Борзовсем.

Н.Борзов Кивĕ Чукалти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. 1966-1969 çулсенче Лăпкă океан флотне кĕрекен Камчатка флотилийĕнче службăра тăнă.

Р.Малеева (Раиса Павловнăн хĕр чухнехи хушамачĕ) Кивĕ Чукалти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Шăмăршăри вăтам шкулта пĕлĕве малалла ÿстернĕ. 1966 çулта лайăх паллăсемлĕ аттестат илсен Магнитогорскри педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. 1971 çулта математика уйрăмне пĕтерсен Кивĕ Чукал хĕрне Челябинск облаçĕнчи Сатка хулинчи вăтам шкула ĕçлеме янă. Çав çулах Раиса Павловна тăван ял каччипе – Николай Борзовпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Çамрăк çемье Сатка хулинче малтан общежитири уйрăм пÿлĕмре пурăннă, каярахпа Борзовсем хваттер илнĕ.

Кил хуçи, Николай Дмитриевич, "Магнезит" заводра ĕçе пуçăннă. Ĕçленĕ хушăрах Сатка хулинчи сăрт-ту-керамика техникумĕнчен, кайран Магнитогорскри металлурги институтĕнчен вĕренсе тухнă. Н.Борзов, ĕçре яланах тăрăшулăхпа тата пултарулăхпа палăрса тăнăскер, заводра должноçра ÿссех пынă. Малтан, техникум пĕтерсен, мастерта ĕçленĕ, аслă пĕлÿ илсен, капиталлă юсав уйрăмĕн инженерĕнче, каярахпа çак уйрăм начальникĕнче вăй хунă.

Мăшăрĕ, Раиса Павловна, хулари вăтам шкулта малтан учитель, каярахпа чылай çул директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçленĕ. Р.Борзова "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Борзовсем икĕ ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă ывăлĕ, Дмитрий, Сатка хулинчи вăтам шкултан "питĕ лайăх" паллăсемпе вĕренсе тухсан, 1989 çулта, Санкт-Петербургри техника университетне вĕренме кĕнĕ. 1995 çулта диплом илсен наука туртăмĕллĕ пултаруллă каччăна аспирантурăра вĕренме хăварнă. Виçĕ çултан наукăпа тĕпчев ĕçне ("Технология карбонированных огнеупоров") ăнăçлă хÿтĕлесе техника наукисен кандидачĕ пулса тăнă. 2000-2005 çулсенче Дмитрий Николаевич Германири Фрайберг хулинчи сăрт-ту академийĕнче наука сотрудникĕнче ĕçленĕ. 2005 çултан пуçласа çамрăк ученăй Хĕвел анăç Европăри "Группа-магнезит" холдинг (Германи) сотрудникĕ пулнă. Хальхи вăхăтра – çак холдингăн генеральнăй директорĕ.

Кĕçĕн ывăлĕ те, Андрей, тетĕшĕн çулĕпех кайнă. Вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтерсен, 1996 çулта, вăл Санкт-Петербургри техника университетне вĕренме кĕнĕ. 2002 çулта хĕрлĕ диплом илсен ăна çак университетри аспирантурăра малалла вĕренме сĕннĕ. Виçĕ çултан наукăпа тĕпчев ĕçне ("Моделирование и управление гидроочистки дизельного топлива") лайăх хÿтĕлесе техника наукисен кандидачĕн ятне тивĕçнĕ. 2005 çултанпа çар промышленноçĕн Санкт-Петербургри "Система" наукăпа производство пĕрлешĕвĕнче вăй хурать. Андрей Николаевич – пай пуçлăхĕ.

Борзовсем хăйсен пултарулăхĕпе, пархатарлă ĕçĕсемпе Шăмăршă районне чыс кÿреççĕ, чăваш ятне çÿлте тытаççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика