Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, илемлĕ юррисем, килĕшÿллĕ ташшисем

13 апреля 2012 г.

РАÇÇЕЙ историйĕн çулне тата района йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине халалланă районти фестивале хутшăнса Кивĕ Чукал ял поселенийĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕ тăван ял-йыша концертпа савăнтарчĕ.

Концерт программи РСФСР тава тивĕçлĕ артистне, Чăваш АССР халăх артистне Мефодий Иванович Денисова халалланă литературăпа музыка композицийĕпе уçăлчĕ.

Ун хыççăн ача сачĕн воспитанникĕсем "Асаттеçĕм, асатте..." юрă шăрантарчĕç (аккомпаниаторĕ Н.Захарова). Пĕчĕккисен ташшине те ăшшăн йышăнчĕç залра ларакансем.

Паллă ĕнтĕ, хор юрри концерт программине илемлетет, тулли содержаниллĕ тăвать. Н.Захарова ертсе пыракан хор "Красно солнышко" тата "Чĕвĕл чĕкеçсем" юрăсене мăнаçлăн юрласа пачĕ. Ансамбльсем "Вăрман урлă каçнă чух", "Шăпчăк", "В роще пел соловушка" юрăсене илемлĕн шăрантарчĕç. Карзановсен çемье ансамблĕн юррисем те килĕшÿллĕ янăрарĕç. Н.Иванов "Деревенька", А.Мандрюкова "Недолюбила", Т.Малеева "Гляжу в озера синие", П.Чурбановпа Н.Иванов "Мĕншĕн татрăм-ши;", ялти шкулти 2-мĕш класра вĕренекенсем "Песенка про следы" юрăсемпе кашнийĕн кăмăлне çĕклерĕç.

Е.Борзова "Бородино" сăвă вуласа, П.Чурбанов анекдотсем каласа пачĕç. "Урай çуни" сценка та чи ăнăçлă номерсенчен пĕри. П.Чурбанов, Л.Денисовапа Н.Иванов хăйсен ролĕсене ĕнентерÿллĕн вылярĕç.

Ялти тĕп шкулти ташăçăсен ушкăнĕ вырăс тата чăваш ташшисене, А.Измайлова хальхи çамрăксен ташшине ăста ташларĕç. Концерт программине вĕçлесе, "Пилеш" фольклор коллективĕ юрă-ташă композицийĕ кăтартрĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика