Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуриншĕн те ырă тĕслĕх

11 апреля 2012 г.

ХИСЕПЛĔ ĕçтешĕмĕр, паллă вĕрентекенĕмĕр, халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ, ĕç ветеранĕ Н.С. Малеева ыран хăйĕн 65 çулхи сумлă юбилейне кĕтсе илет.

Вăл 1947 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вăл лайăх паллăсемпе çеç вĕреннĕ, яланах спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă, илемлĕ литературăна кăмăлласа вуланă, халь те вулать-ха. Уйрăмах вăл юрлас енĕпе сцена ăсти пулса тăнă, мĕншĕн тесен унăн сасси шăпчăк сасси евĕрлĕ.

1965 çулта Нина Степановна ялти вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, вара мал ĕмĕтлĕ хĕр Канашри педучилищĕне кайса кĕнĕ. 1967 çулта пуçламăш классен учителĕн дипломне илнĕ çамрăк специалиста Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалти сакăр çул вĕренмелли шкула ĕçлеме янă. Хăй килĕштернĕ ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннă вăл. Нина Степановна вĕрентекен класра вĕренÿ шайĕ те ÿснĕ, хăй тĕслĕхĕпе ачасене тата лайăхрах, тăрăшарах вĕренме хистенĕ. Ĕçре вăл яланах çĕнĕлĕх шыранă, уроксене çÿллĕ шайра ирттернĕ, вĕренекенсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупнă. Вĕренекенсем ăна юратнине пулах хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарнă. Нина Степановна вĕрентнĕ ачасем халь те илемлĕ литературăна кăмăллаççĕ.

Обществăлла ĕçре те хастарлăхне кăтартнă Нина Степановна, хĕрарăмсен Совечĕн членĕ пулнă. Культура çурчĕн сцени çинче ăста юрланипе тата спектакльти сăнарсене калăпланипе куракансене тыткăнлама пултарнă. Куракансем халĕ те Н. Малеева Анатолий Артемьев вĕрентекенпе "Березы" юрра чуна пырса тивмелле шăрантарнине ас тăваççĕ. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ халăхра. Тăрăшуллă та хастар вĕрентекен 37 çул çÿлте асăннă шкулта вăй хунă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл 1987 çулта "Раççей Федерацийĕн халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ" ята тивĕçнĕ. Çак паллă ят Нина Степановнăна малалла тата тăрăшарах ĕçлеме хистенĕ. Вăл "Ĕç ветеранĕ" ята та тивĕçлĕ пулать. Унăн Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем те чылай, пĕрремĕш квалификаци категориллĕ вĕрентекен.

Кивĕ Чукалта ĕçленĕ май вырăс хĕрĕ сăпайлă Виктор Алексеевич Малеевпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Виктор Алексеевич та музыкăпа кăсăкланать, купăс ăста калать. Вĕсем пĕр хĕрпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Хĕрĕ Женя, Канашри медучилищĕн фельдшер уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлет. Ашшĕпе амăшĕ пекех вăл хастар та пуçаруллă ĕçчен. Икĕ ывăлĕ Мускав облаçĕнче ĕçлеççĕ.

Кĕçĕнни, Виктор, унтах тĕпленсе пурăнать. Мăшăрĕ, Валентина Валерьевна, хунямăшĕ пекех кĕçĕн класри ачасене вĕрентет. Вăталăх ывăлĕ, Александр, ялтах çемье çавăрнă. Ялти сăпайлă хĕрпе Татьяна Михайловна Малеевăпа хăйĕн телейне тупнă вăл. Татьяна Михайловна, Нина Степановна пекех, ăста юрăçă. Вăл ялти, районти концертсенче кăна мар, республика шайĕнчи концертсенче те çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.

Нина Степановнăпа Виктор Алексеевич ачисемпе кăна мар, мăнукĕсемпе те савăнма тивĕçлĕ. Пĕр мăнукĕ, Татьяна, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренет. Икĕ мăнукĕ, Алексейпе Степан, ялти шкулта вĕренеççĕ. Кĕçĕннисем, Нинăпа Валерия, ача садне çÿреççĕ. Степанпа Нина – чăн-чăн артистсем. Вĕсем юрă шăрантарма юратаççĕ. Малеевсен çемйи сценăшăнах çуралнă тейĕн.

Нина Степановнăпа Виктор Алексеевич тивĕçлĕ канура пулсан та алă усса лармаççĕ. Вĕсем хăйсем лартса чĕртнĕ садра вăй хураççĕ, выльăх-чĕрлĕх чылай усраççĕ. Пыл хурчĕсем тытнă май, хăнасене сиплĕ чейпе тата сим пылпа чыслаççĕ. Малеевсем пурнăç тĕллевне ĕçре тупнă. Ялти çак сумлă мăшăр пуриншĕн те ырă тĕслĕх тесен те йăнăш пулмасть. Вĕсен çемье вучахĕ малашне те ан сÿнтĕр, ялкăшсах тăтăр.

Ырă чунлă çынна пĕрле ĕçленĕ вĕрентекенсем, вăл ăс панă ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ сумлă юбилей ячĕпе чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, тулли телей, тăнăç пурнăç сунаççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика