Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан тар çартан – намăс!

31 марта 2012 г.

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 59-мĕш статйипе килĕшÿллĕн сывлăх енĕпе салтака юрăхлă кашни арçыннăн çар ретне тăмалла. "Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси – Раççей Федерацийĕн гражданинĕн тивĕçĕ", – палăртнă Конституцире.

– Шел пулин те, хăш-пĕр çамрăксем çар службинчен пăрăнса юлма тăрăшаççĕ, – терĕ районсем хушшинчи Патăрьел следстви пайĕн ертÿçи Р. Шайхалов журналистсемпе йĕркеленĕ пресс-конференцире. – Салтак стройне тăрас мар тесе вĕсем тĕрлĕ сăлтав шыраççĕ. Акă 2011 çулта Патăрьел районĕнчи виçĕ çамрăка, РФ УКĕн 328 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, пысăк суммăллă штраф тÿлеттернĕ. Иккĕшне 50-шар пин, теприне 100 пин тенкĕ (службăна каяссинчен пăркаланнăшăн вăл суд сакки çине иккĕмĕш хут ларнă) штрафсем панă. Пĕр çулталăк службăра тăрса сумлă арçынсем пулса тăрас вырăнне çак йĕкĕтсем хăйсен биографине "тĕксĕм пăнчă" кĕртнĕ.

Руслан Небиуллович ытти районсенчи службăран пăркаланакан çамрăксене те асăнчĕ. Сăмахран, Елчĕк районĕнче пĕлтĕр 18 (!) çамрăка суд сакки çине лартса 50 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттермелле тунă.

Комсомольски районĕнчи пĕр каччăн 50 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивнĕ.

Шăмăршă районĕнчи призывниксем хушшинче пĕлтĕр службăран пăрăннăшăн суд сакки çине ларнисем пулман. Çак ырă пулăм, паллах, савăнтарать (2010 çулта Шăмăршă районĕнчи пĕр çынна уголовнăй майпа ответ тыттарнă пулнă). Шел пулин те, кăçал вара кăшт урăхларах ÿкерчĕк пулма пултарать...

Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕнче иккĕмĕш уйрăм начальникĕпе, запасри подполковникпа А.Шулеповпа тĕл пулса калаçнă вăхăтра пирĕн районти икĕ çамрăк пирки следстви комитечĕ валли тивĕçлĕ материалсем хатĕрлени çинчен пĕлтĕм. Тĕрĕсрех каласан, пĕри – пирĕн район çынни мар. Вăл – кÿршĕллĕ Çĕпрел районĕнчен. Пирĕн районта ĕçленĕ тата пропискăра тăнă май, ăна Шăмăршăран çар службине ăсатма хатĕрленнĕ. Анчах йĕкĕт комиссариат пайĕ йĕркелекен призыв мероприятийĕсене çÿремест, медицина тата призыв комиссийĕсенче пулмасть (халĕ Ульяновскра пурăнать).

Тепĕр каччă вара – хамăр район çынниех. Вăл та, уйрăм начальникĕ каланă тăрăх, службăна кайма вăхăт çитнĕ пулин те, призыв мероприятийĕсене çÿремест.

Часах çурхи призыв мероприятийĕсем пуçланаççĕ. Малтан палăртнă тăрăх, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчен çак призывра пурĕ 110 çамрăка çар службине ăсатмалла. Призывник патне повестка çитсен, унта çырнине кашни çамрăкăн туллин тата вăхăтра пурнăçлама тăрăшмалла. Службăран пăрăнса юлма хăтланнăшăн суд сакки çине ларни призывника та, унăн ашшĕ-амăшне те илем кÿмест.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика