Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юррусем пурăннăран эс пиртен уйрăлман...

17 марта 2012 г.

МУХТАВЛĂ ентешĕмĕр, паллă юрăç, Чăваш АССР халăх, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ, Тăван çĕр-шывăн вун çичĕ наградин кавалерĕ Мефодий Иванович Денисов юрăç çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта асăну мероприятийĕ иртрĕ. Сăмах май, вăл шăпах çак ялти шкулта 1936-мĕш çулта çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ.

Ирпе, уроксем пуçланичченех, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем юрăç хăй сывă чухнех шкула парнеленĕ кассетăсенчи юрăсене итлерĕç. Тăхтав вăхăчĕсенче ачасем шкулти историпе таврапĕлÿ музейĕнче пулчĕç. Çак музейра М.Денисов кĕтесĕ пур. Унта сцена ăсти усă курнă тумтир, кĕнекесем, ун çинчен çырнă хаçат-журнал, алă çырăвĕсем, ытти хаклă документсемпе сăн ÿкерчĕксем упранаççĕ. Шкулти çамрăк таврапĕлÿçĕсем юрăçа халалласа стенд йĕркеленĕ, унта ентешĕн пурнăçне аван çутатса панă. Стендпа юнашарах М.Денисовăн ăру йывăççине вырнаçтарнă. Музейри калаçăва Анжелина Малеева таврапĕлÿçĕ (çак йĕркесен авторĕ) ертсе пычĕ.

Уроксем вĕçленсен çамрăк артистсем акт залĕнче концерт лартса пачĕç. Концерта çак шкулта музыка предметне вĕрентекен Татьяна Михайловна Малеевапа Галина Владимировна Карзанова вожатăй ертсе пынипе хатĕрленĕ. Концерт вăхăтĕнче куракансем «Мефодий Иванович Денисовăн аса илĕвĕсем» проектпа паллашрĕç. Проекта шкул вулавăшĕнче ĕçлекен Зоя Ивановна Кувайскаяпа Татьяна Михайловна Малеева хатĕрленĕ.

Юлашкинчен М.Денисов çуралнă çурт вырăнĕнчи Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хутăмăр. Çак чечексене ятарласа шкулти социаллă педагог Ирина Малеева ÿстернĕ. Чечексене кайса хума Елена Малеева, Мария Чамеева, Михаил Кириллов çамрăк юрăçсем тивĕçлĕ пулчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика