Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлĕ ăшă, чунĕ илемлĕ

07 марта 2012 г.

Кивĕ Чукалти И.Малеева пĕчĕкренех юрлама, такмак калама юратнă. Ку ахальтен пулман – унăн амăшĕ, Мария Трофимовна, юрлама кăмăлланă. Амăшĕ хыççăн хĕрĕ те юрăсем патнелле туртăннă.

– Шкулта вĕреннĕ çулсенче эпĕ чăваш тата вырăс композиторĕсен юррисене юрлама килĕштереттĕм, – каласа парать Кивĕ Чукалти тĕп шкулта социаллă педагогра тăрăшакан И.Малеева. – Каярахпа такмаксем те калама пуçларăм. Çак туртăм ĕмĕрлĕхе юлчĕ темелле. Юрă-такмакпа туслă пурăнни чун-чĕрене çĕнĕ вăй-хăват парса тăрать. Паллах, клубра ял-йыш манăн юрă-такмака ăшшăн йышăнни те хавхалану кÿрет. Дуэтпа е вокал ансамблĕн, "Пилеш" фольклор коллективĕн йышĕнче юрлама та кăмăллатăп.

Юрласси-ташласси, такмак каласси – чун-чĕре туртăмĕ. Çамрăк чухнех вăл педагог профессине суйласа илнĕ. Шкулта ачасене пĕлÿпе воспитани парас ĕçре Ирина Витальевна пĕр улшăнми 32 çул тăрăшать ĕнтĕ.

Педагог биографине 1979 çулта, Кивĕ Чукалти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, пуçланă. Тăван шкулта Ирина Ларевана (хĕр чухнехи хушамачĕ), "лайăх" паллăсемлĕ аттестатлă хĕре, аслă вожатăй пулма çирĕплетнĕ. Тепĕр çулах вăл Шупашкарти педагогика училищине заочнăй майпа вĕренме кĕнĕ.

1981 çулта çамрăк педагог тăван ял каччипе – колхозăн техник-электрикĕпе Виталий Малеевпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Туслă çемьере ачасем пĕрин хыççăн тепри хутшăнса пынă. Икĕ хĕр пĕрчипе пĕр ывăл тĕпренчĕкĕ ашшĕпе амăшне пысăк телей кÿрсе тăнă. Кил хуçи, Виталий Михайлович, ăста купăсçă пулнă май, ачасем кăштах ÿссе аталансан çемье ансамблĕ йĕркеленнĕ. Малеевсем тăван ял-йыша кашни концертрах юрă-такмакпа савăнтарнă. Районти фестиваль-конкурсра та лайăхпа палăрнă.

Аслă вожатăйра 6 çул ĕçлесен Ирина Витальевна воспитатель ĕçне куçнă. 2002 çултанпа – социаллă педагог. Пĕрлех ачасене рисовани те вĕрентет. Хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать.

Пархатарлă ĕçшĕн И. В. Малеевана район администрацийĕн тата райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Сцена ăсталăхне кăтартнисĕр пуçне, ытти обществăлла ĕçре те хастарлăхпа палăрнă Ирина Витальевна. Акă 20 çул ытла ĕнтĕ вăл ялти хĕрарăмсен Канашĕн председателĕн тивĕçне пурнăçлать. Культура работникĕсемпе пĕрле ял-йыш валли интереслĕ мероприятисем йĕркелес ĕçе хастар хутшăнать Канаш ертÿçи.

Малеевсен виçĕ ачи те аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ (питĕ шел, кил хуçи Виталий Михайлович, йывăр чире пула 2002 çулта пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă).

Хальхи вăхăтра Ирина Витальевна килте пĕчченех пурăнать. Пушă вăхăтра кофта, шарф, алса-чăлха çыхма, илемлĕ литература вулама юратать. Çулла кил умĕнче хитре чечексем ÿстерет. Хальхи вăхăтра килти хуçалăхра ĕне, сысна, сурăхсем усрать. Чăхсем те пур.

Нумаях пулмасть Ирина Витальевна хăйĕн 50 çулхи юбилейне уявларĕ. Пултаруллă педагога, ырă кăмăллă та ĕçчен хĕрарăма чаплă юбилей ячĕпе юратнă ачисем, виçĕ мăнукĕ, тăванĕсем, ĕçтешĕсем, шкул ачисем, "Пилеш" фольклор ансамблĕнче пĕрле юрлакансем, кÿршисем ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика