Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чемпион

18 февраля 2012 г.

Николай Степанович Чамеев... Кивĕ Чукал ялĕнче çуралса ÿснĕ тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕ. Районта ăна пĕлмен, унăн спортри çитĕнĕвĕсем çинчен илтмен çын çук та пулĕ. Вăтам тата вăрăм дистанцисене чупса Тĕнче чемпионĕ пулнă, темиçе хутчен Европăри ăмăртусенче мала тухнă, сакăр хутчен СССР чемпионĕн ятне тивĕçнĕ.

Николай Степанович Чамеев... Кивĕ Чукал ялĕнче çуралса ÿснĕ тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕ. Районта ăна пĕлмен, унăн спортри çитĕнĕвĕсем çинчен илтмен çын çук та пулĕ. Вăтам тата вăрăм дистанцисене чупса Тĕнче чемпионĕ пулнă, темиçе хутчен Европăри ăмăртусенче мала тухнă, сакăр хутчен СССР чемпионĕн ятне тивĕçнĕ.

Коля ĕçчен те сăпай çемьере çуралса ÿснĕ. Пĕчĕккĕллех аслисемпе пĕр тан ĕçлеме хăнăхнă. Шкултан таврăнсан ашшĕпе амăшне пулăшма колхоз фермине васканă. Кил-çуртри кулленхи ĕçсем те ачасен тивĕçĕ шутланнă. Шкулта лайăх паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Шкула е ĕçе – вăл яланах утса мар, чупса çÿренĕ. Физкультура урокĕсенче те унăн чупас пултарулăхĕ ир палăрнă. Тĕлĕнмелле хăвăрт чупакан ачана физкультура учителĕ О.Н. Малеев районти спорт шкулĕн директорне Н.А. Куприянова кăтартса пăхма шутлать. Ун чухне Коля 8-мĕш класра вĕреннĕ. Çапла вара вăл Николай Анатольевич тренер пулăшнипе пысăк спорт çулĕ çине тухать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче спорт профилĕн лагерĕнче чупас ăсталăхне аталантарнă.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта аслă классенче вĕреннĕ çулсенче Коля Чамеев тăтăшах республикăри ăмăртусене хутшăнать, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума тытăнать. Вăл Кивĕ Чукалпа Пашьел хушшинчи çулпа кашни кун ир те, каç та чупнине астăваççĕ-ха ял çыннисем. Республикăн пĕрлештернĕ командине кÿртни татах та пысăкрах çитĕнÿсем тума хавхалантарса тăрать ăна, чупас ăсталăхне ÿстерсех пыма хистет. Раççей шайĕнчи ăмăртури пĕрремĕш ылтăн медале 1978 çулта Нальчик хулинче 3000 метрлă дистанцире çĕнсе илет. Тепĕр кунне те 5000 метрлă ăмăртура та пуринчен хăвăрт чупса тухса тепĕр ылтăн медале тивĕçет. Унтан 1981 çулта юниорсен 6 километрлă чупăвĕнче СССР чемпионĕ пулса тăрать. Çакăн хыççăн вăл, СССР пĕрлештернĕ командинче ăмăртса, Европа тата Тĕнче шайĕнчи чемпионатсенче пайтах медаль çĕнсе илнĕ. Унăн кăкăрĕ çинче халь çав çулсенче туптаннă 9 ылтăн, 8 кĕмĕл, 7 пăхăр медаль. Вĕсемшĕн тренировкăсенче миçе пин çухрăм чупса пиçĕхнине хăй те калаймасть. Н.А.Куприянов каланă тăрăх, спортра пысăк çитĕнÿсем тума ăна ĕçченлĕх, палăртнă тĕллевсене яланах пурнăçлама хăнăхни, хăйне хăй хистеме пĕлни пулăшнă та ĕнтĕ.

Çак кунсенче Николай Степанович аллă çул тултарчĕ. Çак ятпа редакци ĕçченĕсем унпа тĕл пуласшăнччĕ – тÿр килмерĕ. Вăл Кисловодск хулинче çамрăк спортсменсене çитес ăмăртусене хатĕрлет.

2005-2007-мĕш çулсенче Н.Чамеев, аслă пĕлÿллĕ педагог, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ. Çав çулсене аса илсе, ачасемпе çамрăксем спорт шкулĕнче завуч пулса ĕçленĕ С.П. Моисеева акă мĕн пĕлтерчĕ:

– Николай Степанович ĕçлеме пуçласанах Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче хăвăрт чупакан ачасем палăрма пуçларĕç. Вĕсем районта кăна мар, республикăра та, Ульяновск облаçĕнче ("Нагаткинская миля") малти вырăнсене йышăнатчĕç. Тĕслĕхрен, Алексей Ермолаев, Ольга Уськина, Алиса Данилова, Алина Ишмуллина, Елена Можаева. Шкул пĕтерсен физкультура уйрăмне вĕренме кĕрекенсем те сахал мар пулчĕç. Вăл хатĕрленĕ Алексей Копылов, Александр Ишмуллин хăйĕн пекех физкультура учителĕ е тренер пулса тăрĕç. Тата çамрăк спортсменсене тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хăй укçипех илсе çÿретчĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесем парса та хавхалантарчĕ. Çак çулсенчех районта виçĕ хутчен çăмăл атлетсен ăмăртăвне йĕркелесе ирттерчĕ. Тĕллевĕ паллă: тăван районта хăвăрт чупакан спортсменсем ытларах пулччĕр тесе тăрăшни. Çапла, халĕ Н.С. Чамеев, Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ Олимп резервĕсен шкулĕн тренерĕ, спортри талантлă ачасене тупса çитĕнÿсем патне ертсе пырать. Ку ĕçре те унăн çитĕнÿсем пайтах. Йышлă разрядниксем, район тата республика чемпионĕсем, çĕр-шыв шайĕнчи призерсем хатĕрлет.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика