Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тайма пуç, Анжелина Ивановна!

01 января 2012 г.

Учителĕн ĕçĕ пит йывăр.

Атте те, анне те пулан.

Атте-тĕк – выртса эс ан çывăр,

Анне-тĕк – ларса эс ан кан...

Пĕрре çеç мар илтнĕ эпир çак сăмахсене унран. Апла пулин те вăл хăйĕн пурнăçне яланлăхах çак профессипе çыхăнтарнă.

Анжелина Ивановна Малеева (хĕр чухнехи хушамачĕ – Кудряшова) 1952 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш ялĕнче йышлă ачаллă çемьере кун çути курнă. 1970 çулта вăтам шкула ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Чăваш педагогика институтне вĕренме кĕрет. 1974 çулта аслă пĕлÿ илни çинчен калакан диплома алла илнĕ çап-çамрăк хĕр Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал шкулĕнче математика учителĕ пулса ĕçлеме пуçлать. Тÿрĕ кăмăллă, сăпайлă, пур ĕçе те тĕплĕ, вăхăтра тума юратакан хĕршĕн шкул иккĕмĕш кил пулса тăрать.

34 çул утнă А.И. Малеева пĕр сукмакпа. Мĕн чухлĕ ача ÿссе парта хушшинчен пурнăç çулĕ çине тухман-ши çав хушăра;! Кашнин шăпинче вăл мĕн енĕпе те пулин ырă йĕр хăварнă, мĕншĕн тесен Анжелина Ивановна нумай çул хушши завучра тата класс ертÿçинче вăй хунă. Шанса панă ĕçе яланах тĕплĕн тунă, чуна парса тăрăшнă, ачасене те çапла пулма вĕрентнĕ.

Çамрăк ĕмĕр вăрăм мар. Сăпайлă та ĕçчен хĕре маттур каччă Николай Малеев куç хывнă. Часах ялта çĕнĕ çемье тĕвĕленнĕ. Çапла Анжелина Ивановна яланлăхах Кивĕ Чукал çынни пулса тăнă. Ачасем ÿстернĕ чух (пĕр ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ Малеевсем) куç хупман каçсем те пулнă пуль, тепĕр чух чирлесси е ывăнасси те, – унăн яланах пурте аван пулнăн курăннă. Никам та курман ăна кăмăлсăр пулнине е сасă хăпартса ачасене ятланине. Пурин валли те вăхăт та, сăмах та тупать – ваттипе ватă, ачапа ача пек пулма пултарать.

Вĕрентекен пулмах çуралнă вăл. Вĕренекенсемшĕн кăна мар, ашшĕ-амăшĕшĕн те – вĕрентекен. Анжелина Ивановна ертсе пынă "Пурнăç урокĕ" ятлă ашшĕ-амăшĕн кружокĕ ĕçлетчĕ шкулта. Унăн занятийĕсенче мĕнле кăна ыйту çĕклеместчĕç пуль итлекенсем. А.И.Малеева пурне те хурав паратчĕ, вăл е ку информацие мĕнле кĕнекере тупмаллине ăнлантаратчĕ.

Тĕлĕнмелле анлă тавракурăмлă та ăсчах чунлă пирĕн Анжелина Ивановна. Хăйĕн предмечĕпе, уроксемпе кăна çырлахса лармастчĕ. Вăл пуçарнипех пирĕн шкулта краеведени музейĕ те хута кайрĕ. Кун пек ĕçе çÿлтен хушнипе кăна тăваймастăн, ăна валли чун туртăмĕ кирлĕ. Тĕпчевçĕ туйăмĕ, чун туртăмĕ пур унра. Музейри кашни экспонат унăн алли витĕр тухнă, ун ăшшине туйнă. Тăван яла курма килекен-и, е ветеран, е кĕçĕн класс ачи – пурне те ăшшăн кĕтсе илет музей ертÿçи. Мĕн кăна пĕлмест вăл: ял историйĕнчен пуçласа кашни çемьен несĕл йывăççи таранах. Чăн-чăн тĕпчевçĕ тата наука çынни вăл! Тĕпчев ĕçне вĕренекенсене те явăçтарать, вĕсене ял, çемье историне тĕпчесе Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентет. Чăннипех те канăçсăр чунлă çын вăл, пирĕн Анжелина Ивановна. Пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр пăрахмасть. Акă шкулта ĕçленĕ чухнех хăйĕн вĕренекенĕсемпе пуçланă ĕçе – ял гербĕпе ялавне тăвассине – мĕнле йывăр пулсан та вĕçне çитерчех. Халĕ Кивĕ Чукал Шăмăршă районĕнчи пĕртен-пĕр герблă та ялавлă ял!

4 çул каялла тивĕçлĕ канăва ăсатрăмăр ăна. Тивĕçлĕ канура пулин те вăл час-часах шкула килсе çÿрет, пушă вăхăтпа усă курса пурнăçри тĕрлĕ пулăмсене сăнать, çак ĕçе ачасене те явăçтарать. Вăл сĕннипе туна тĕрлĕ ĕçсемпе ĕçтешсемпе вĕренекенсем наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ.

Спортпа та туслă Анжелина Ивановна. Хĕл ларсанах йĕлтĕр сырать. Йĕлтĕрпе чупса ялти, районти ăмăртусенче призлă вырăнсем йышăннине çирĕплетекен Грамотăсем те чылай унăн. Пурнăçа, çут çанталăка чунтан юратать. Хĕлле йĕлтĕр сырса, çулла çуран утса вăрманти çăл куçсем патне çитет. Мĕнле туяççĕ вĕсем хăйсене, типсе ларман-и юлашки çулсенчи типĕ тăракан çанталăка пула; Тĕпчемелли, кăсăкланмалли уншăн кашни утăмрах тупăнать.

Нумай çул пĕр коллективра ĕçлеме тÿр килчĕ пирĕн Анжелина Ивановнапа. Хăш чух, тен, тивĕçлипе хаклама та пĕлмерĕмĕр пуль ăна – Анжелина Ивановна юнашар пулни вĕрентекенсене те, ачасене те лайăхрах пулма хистенĕ. Кашни çыншăн вăл ырă тĕслĕх пулса тăнă. А.И. Малеева пурри – пирĕншĕн телей.

Пархатарлă ĕçĕршĕн, ырă кăмăлăршăн тайма пуç Сире, хисеплĕ Анжелина Ивановна!

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика