Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă пурнăç

23 ноября 2011 г.

АШШĔ - Константин Андрианович Чамеев - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чух Марье пиллĕкре кăна пулнă-ха. Ашшĕне вăл кăшт çеç ас тăвать: кĕрнеклĕ те илемлĕ, куçĕсем вара ăшă та салхуллă. Константин Андрианович фронтра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Амăшĕ - Анастасия Ивановна - ир пуçласа каçчен колхоз ĕçĕнче тăрăшнă, пĕчĕк хĕрне те хăйпе илсе çÿренĕ. Çапла вара вăрçă ачисен нушаллă пурнăçĕ Чамеевсен çемйинчен те пăрăнса иртмен. Уй-хирте, йĕтем çинче, фермăра ĕçлесе вĕсем Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă. Вăрмантан лашапа вутă турттарнă, шур тăм хатĕрлесе Патăрьел районĕнчи ялсене кайса сутнă...

1953-1956 çулсенче Мария Чамеева хĕр-тантăшĕсемпе пĕрле Мускав облаçĕнче торф кăларнă çĕрте ĕçленĕ. Юрий Скворцов писатель çырнă "Уках хурăнĕ" повĕçе Мария Константиновна паян куççуль витĕр вулать: çак хайлавра торф кăларнă çĕрте ĕçленĕ чăваш хĕрĕсен нушаллă пурнăçĕ çинчен питех те тĕрĕс çырса кăтартнă вĕт-ха.

Яла таврăнсан - 1958 çулхи çуркунне - Марье хăйсен ялĕнчи хăй пекех аттесĕр ÿснĕ Александр Чурбановпа пĕр çемьене пĕрлешет. Юратнă чĕресем йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса хăйсен телейне туптаççĕ. Пилĕк ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Чурбановсем ялта ĕçченлĕхпе, ырă кăмăлпа палăрса тăраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Александр Васильевичпа Мария Константиновнăна Чăваш Республикин "Юратупа шанчăклăхшăн" медалĕпе чысланă.

Çичĕ мăнук Чурбановсен, мăнукĕсен ачисем те пулĕç-ха. Çак кунсенче йышлă çемье Мария Константиновна 75 çул тултарнине савнăçлăн уявларĕ. Эпир те ăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика