Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек ан курччăр ачасем

09 июня 2011 г.

Инкек ан курччăр ачасем

09.06.2011

"Шăмăршă хыпарĕ"

 

Н.РУБЦОВ, ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.

 

2011 ÇУЛХИ 5 уйăхра район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче икĕ авари пулнине, вĕсенче икĕ çын аманнине регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта икĕ аварире икĕ çын суранланнă). Кăçалхи аварисем транспорт хатĕрĕ çын çине кĕрсе кайса, ăна амантнипе çыхăннă. Питĕ шел, аварие лекнисем хушшинче ача та пур.

Кăçал май уйăхĕн пĕрремĕш çурринчех икĕ авари пулчĕ. Çак аварисем те транспорт хатĕрĕ çын çине кĕрсе кайнипе çыхăннă. Пĕр авари – Асанкассинче (кустăрма айне арçын лекнĕ), тепри Ярăслав патĕнче пулса иртнĕ. Ярăслав тĕлĕнче 14ри арçын ача аманнă. Вăл велосипедпа автоçулпа пынă чухне çул-йĕр правилисене пăхăнманни, руле вылятса-пăркаласа пыни авари тăвасси патне илсе çитернĕ. Арçын та, çул çитмен ача та больницăра выртсах сипленеççĕ.

Çакна та аса илтеретпĕр: 14 çул тултарман ачасен велосипедпа та, мопедпа та автоçул çине тухма юрамасть. Мопедпа 16 çул тултарнисем кăна çул çине тухма пултараççĕ.

Майăн 20-мĕшĕнче районта "Ачасем" операци пулчĕ, майăн 16-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 13-мĕшĕччен "Асăрханăр: ачасем!" операци иртет. Профилактика мероприятийĕсем вăхăтĕнче ГИБДД сотрудникĕсем ытларах ачасен çул-йĕрсем çинчи хăрушсăрлăхĕшĕн тимлĕç, ăнлантару ĕçне туса ирттерĕç, шкул автобусĕсен водителĕсем хăйсен тивĕçне мĕнлерех пурнăçланине тĕрĕслĕç.

Ачасен çуллахи каникул тапхăрĕ пуçланчĕ. Учительсен ачасене çуллахи кунсенче çул-йĕрсем çинче асăрхануллă пулмалли пирки ăнлантармалла. Ашшĕ-амăшĕн вара ку ĕçе куллен пурнăçламалла, инкек пуласран сыхланмалла.

Ачасен каникулĕ вăхăтĕнче водительсене уйрăмах асăрхануллă пулма сĕнетпĕр. Урамсенче хăвăртлăха кирлинчен ытла ÿстермелле мар. Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика