Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшăва электронлă майпа та йĕркелетпĕр

04 марта 2011 г.

Паянхи кун интернет чи анлă сарăлнă çыхăнусенчен пĕри. Тĕнчипе илес пулсан, интернетпа усă куракансен шучĕ пĕр миллиард, унпа кунсерен çыхăнса пыракансен йышĕнче 200 пин çын шутланать. Интернет урлă килте ларсах тĕрлĕ ĕç пурнăçлама, документсене кирлĕ вырăна çитерме май пур. Раççей Федерацийĕн Правительствин 2009 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнчи 1555-р номерлĕ йышăнăвĕпе, Раççей Федерацийĕн миграци службин 2010 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнчи 39 номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн, миграци службин структура подразделенийĕсем халăха пулăшу кỹрессине электронлă майпа йĕркеленĕ. Электронлă майпа заявлени парас текенсен интернетпа çыхăнса патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕпе тивĕçтерекен httpỸỸwwwĕgosuslugiĕruỸ адреслă пĕрлехи портала кĕмелле. Портал урлă патшалăх органĕсем, халăха тивĕçекен патшалăх пулăшăвĕсем пирки пĕлтерекен тулли информаципе, заявлени тĕслĕхĕсемпе тата формипе, ăна патшалăх органне тăратас йĕркепе паллашма пулать. Электронлă майпа тăратнă заявленисем алăран панисем евĕрех юридици вăйĕнче тăраççĕ. Хатĕр документсене вара яланхи евĕрех куçăмлă майпа илмелле. Раççей Федерацийĕн миграци служби халăха электронлă майпа çакăн евĕр патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерет: - Раççей Федерацийĕн территорийĕн тулашĕнчи Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентерекен гражданинăн паспортне çĕнетесси тата парасси; - Раççей Федерацийĕн территорийĕнчи Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентерекен гражданинăн паспортне çĕнетесси тата улăштарасси; - Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан Раççей Федерацийĕн гражданинне пурăнакан вырăнта регистраци учетне илесси; - уйрăм çынсене Раççей Федерацийĕн гражданинĕн уйрăм даннăйĕсемпе (паспорт даннăйĕсем, регистраци учетне илнине е унтан кăларнине хыпарлакан сведенисем) тивĕçтересси. Электронлă майпа патшалăх пулăшăвĕ илес текенсен чи малтанах ятарлă регистраци витĕр тухмалла. Хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав тупас текенсем Раççей Федерацийĕн миграци службин Шăмăршă районĕнчи уйрăмне 2-33-75 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ. Çичĕ кун хушшинче Федерацин "Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан граждансен ялан пурăнмалли тата вăхăтлăх чарăнмалли вырăнне суйлас ирĕкĕ çинчен" Саккунĕн 6-7 статйисемпе, Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан граждансене пурăнмалли вырăнта регистрацилес тата регистрацирен кăларас йĕркесен 16, 31 пункчĕсемпе килĕшỹллĕн, 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн гражданĕсем ялан пурăнмалли е вăхăтлăх чарăнмалли вырăнне улăштарсан 7 кунран кая юлмасăр регистрацишĕн яваплă должноçри çынсем патне регистрацирен тухассине тата регистраци учетне тăрассине пĕлтерсе электоронлă майпа заявлени тăратма пултараççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика