Старочукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар водителĕ

21 июля 2010 г.

 

 

КивĔ Чукалти Виктор Кувайский пĕчĕкренех спорта юратса ỹснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл волейболла, футболла выляма юратнă, кĕрешỹ, йĕлтĕр секцийĕсене çỹренĕ. Ял чысне хỹтĕлесе, команда йышĕнче районти ăмăртусене те хутшăннă. Виктор физкультура учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. 2006 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан мал ĕмĕтлĕ яш Шупашкаралла çул тытнă. Педагогика университетĕнче физвоспитани уйрăмне кĕмелли экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн Виктор пĕрремĕш курс студенчĕ пулса тăнă. Çар службинче пиçĕхнĕ хыççăн кăна çамрăксем чăн-чăн арçын пулнине лайăх ăнланнă В.Кувайский. 3 курс пĕтерсен Виктор çар комиссариатне кайнă, хăйне салтака яма ыйтнă. Çар комиссарĕ ăна малтан водитель профессине алла илме сĕннĕ. Каччă килĕшнĕ. 2009 çулхи çу кунĕсенче В.Кувайский комиссариат направленийĕпе Канашри РОСТО шкулĕнче водителе вĕреннĕ. Удостоверени илсен, çав çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче ăна çар службине илнĕ. Тỹрех каламалла: Кивĕ Чукал каччин служби ăнăçлă пырать. Атăлçи _ Урал çар округĕнчи автобатальонта вăл малтанласа КамАЗ автомашинăпа çỹренĕ, чаç валли тĕрлĕ грузсем турттарнă. Кăçал çуркунне вара, техника тĕлĕшĕнчи пултаруллăхне кура, ăна округ штабĕнчи аслă офицерăн çирĕплетнĕ водителĕ пулма уйăрса лартнă. Яваплă должнăçри штаб работникĕпе пĕрле В.Кувайский водителĕн Екатеринбург тăрăх кăна мар, ытти хуласене те çỹреме тивет. Хăйне çирĕплетсе панă УАЗ çăмăл автомашинăна Виктор яланах тирпейлĕ тытать, çавна май техника çул çинче стройран тухнă тĕслĕхсем пулмаççĕ. Рейсран таврăнсан водитель автомашинăна каллех тĕплĕн пăхса çаврăнать, кирлĕ пулсан, юсать, тасатать. Çак кунсенче Кивĕ Чукалти Кувайскийсен çемйине çар штемпелĕллĕ çыру килнĕ. "Хисеплĕ Анатолий Пантелеевичпа Зоя Ивановна! _ çыраççĕ çар чаçĕн командирĕпе унăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ. _ Сирĕн Виктор ывăлăр Çар Присягин требованийĕсене туллин пурнăçлать, Çар Уставĕсене çирĕп пăхăнать. Эсир ăна службăра тăрăшуллă пулма хушнине Виктор яланах асра тытать, подразделенире лайăхпа палăрса тăрать. Хăйĕн çар специальнăçĕпе вăл чăн-чăн мастер пулса тăчĕ, юлташĕсене ырă тĕслĕх кăтартать, кирлĕ пулсан вĕсене пулăшать. Пирĕн чаçра службăра тăнă май, ывăлăр çар хатĕрленĕвĕнче пысăк результатсем кăтартать, çирĕп дисциплинăпа палăрса тăрать. Командирсем те, юлташĕсем те ăна хисеплеççĕ. Эсир, Анатолий Пантелеевичпа Зоя Ивановна, хăвăрăн ывăлăрпа _ Тăван Çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçипе тивĕçлипе мухтанма пултаратăр. Лайăх салтак çитĕнтернĕшĕн чаç командованийĕ сире чĕререн тав тăвать, ырлăх-сывлăх, çирĕп сывлăх сунать". Хăйсен ывăлĕнчен те Кувайскийсем савăнăçлă хыпар илнĕ: яваплă ĕçре тăрăшуллă пулнăшăн ăна чаç командованийĕ кĕçĕн сержант званийĕ парса чысланă-мĕн. Кăçал кĕркунне çар службинчен таврăнсан В.Кувайский милицин ГИБДД службине ĕçе вырнаçма, университетра пĕлĕвне заочнăй майпа малалла тăсма ĕмĕтленет. Хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçлама Виктора ăнăçу сунатпăр.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429185, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Старые Чукалы, ул. Комсомольская, 79
Телефон: 8(83546) 2-75-53
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика