12 декабря 2009 г.
ЧĂННИПЕХ те пĕчĕк ферма теме пулать Кивĕ Чукалти Юрий Никитин хуçалăхне. Пỹрнесемпе хутлатсах шутласа пăхар-ха: икĕ ĕне (иккĕшĕ те халĕрех кăна пăруланă), хĕл каçнă икĕ вăкăр, вăтăр сысна... _ Картишне тухсан, чун савăнать, _ терĕ çĕкленỹллĕ кăмăлпа Юрий Алексеевич. _ Мĕн пĕчĕкрен ачашласа-юратса çитĕнтеретпĕр-çке, кашни пăру, кашни сысна çури сывлăхĕшĕн пăшăрханатпăр. Çамрăк выльăх вăл ача пекех: лайăх пăхмасан ырă-сывă çитĕнеймест. Юрий Алексеевичăн мăшăрĕ _ Зоя Геннадьевна та çаплах шутлать. Никитинсем ирпе ирех тăраççĕ те, каçа юлса тин çывăрма выртаççĕ. Харсăр пулмасан, çакăн чухлĕ выльăха пăхма май та çук. Никитинсен УАЗ автомашина тата кустăрмаллă трактор пур. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ чухне техника пурри питех те лайăх. Ял çыннисене те пулăшать Юрий Алексеевич. Пулăшни çĕре ỹкмест, ырри ырăпах таврăнать. Укçа ĕçлесе тумалли тепĕр çăл куç та пур: Никитинсем ăратлă вăкăрпа аçа сысна усраççĕ, ял çыннисен выльăхĕсене пĕтĕлентереççĕ. Кивĕ Чукалтан çеç мар, Пулмантăшран та, Улатăр районĕнчи Суйкăнран та килеççĕ. Хуçана _ тупăш, выльăх усракана _ пулăшу. Халран кайичченех ĕçлеççĕ тени йăнăш калани пулĕччĕ: Никитинсем усăллă канма та вăхăт тупаççĕ. Виçĕ ачине те тивĕçлĕ воспитани панă, кĕçĕн хĕрĕ аслă шкулта вĕренет. Кил-çуртра мĕн кирли пурте пур, ĕçчен мăшăр пурнăçа юратса пурăнать.
.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"