23 сентября 2009 г.
. Сăмахран, Ю.Никитин фермерах илер-ха. Икĕ ĕне, виçĕ вăкăр, çăвăрлакан ултă ама сы-сна, ăратлă аçа тытать вăл. Чăх-чĕпĕ те _ картиш тулли. Хуçалăх кашни çулах сысна çурисем пайтах сутать. Ăнăçлă вырнаçтарма май килсен, аш-какайпа сĕт-çу та самаях курăмлă тупăш параççĕ. А.Борзов та ỹркенмен ĕçчен çын. Унсăрăн вăл тăватă вăкăрпа ĕне, тăват-пилĕк сысна усраман та пулĕччĕ. Унăн утарĕ те таврара пĕрре _ унта вăтăр ытла вĕлле. Вăл кашни çулах паха пыл нумай туса илет, сутмалăх та çитет. В.Малеевсен картишĕ те пушă мар. Хуçалăхра паянхи куна пĕрер ĕнепе лаша, темиçе вăкăр. Сыснасем те йышлă.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"