23 сентября 2009 г.
ĂÇТА ан пăх _ ĕçкĕ. Юлашки çулсенче пĕр пĕчĕк ĕçе те эрех ĕçмесĕр-ĕçтермесĕр тăвайми пултăмăр. Ĕçкĕ пурнăçа аркатать, ырлăх-пурлăха тĕлсĕр салатать, преступлени тăвас çул çине тăратать. Чăннипех те хăрушă: ăçта, мĕн патне çитĕ пирĕн патшалăх халăхăмăр малашне те çаплах ухмахлансан? "Ĕçкĕ, табак туртни, çулсем çинчи инкек-синкек, медицинăн нумай технологийĕпе усă курайманни, экологипе çыхăннă çивĕч ыйтусем миллион-миллион çын пурнăçне кĕскетеççĕ, - пăшăрханса палăртать Раççей Президенчĕ Д.А.Медведев хăйĕн "Раççей, малалла!" статйинче. Президент сиенлĕ йăласенчен татăклăн хăтăлма сĕнет. Шала кайнă социаллă чирсенчен сипленесси _ паянхи чи çивĕч ыйтусен шутĕнче. Эрехпе сигаретсăрах пурнăç илемлĕ пулнине пурсăмăрăн та ăнланса илмелле.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"