Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялĕсем тирпейлĕ, çыннисем ĕçчен

05 марта 2013 г.

РАЙОНТИ ял тăрăхĕсен пурнăçĕпе, вĕсенче вырнаçнă ял хуçалăхĕсемпе хресчен (фермер) тата хушма хуçалăхĕсен, шкулсемпе ача сачĕсен, культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе вырăнсене тухса семинар-канашлу ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Хальхинче район администрацийĕнчи пайсемпе уйрăмсен, организацисемпе предприятисен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем Пуянкасси ял тăрăхне пухăнчĕç.

Ял тăрăхне 4 ял кĕрет. Пуянкасси, Виçпÿрт Шăмăршă, Кахăрлă Шăхаль тата Хайпăла ялĕсенче 502 хуçалăх шутланать, 1578 çын пурăнать.

Тÿрех каламалла, кунта пурăнакансен ĕçченлĕхĕнчен, пултарулăхĕпе пуçарулăхĕнчен тĕлĕнмелли çеç юлать. Ял тăрăхĕнче сахал яваплă "Колос" Агрофирма" обществăпа акционерсен "Карлинская" хупă общество ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртмалла. Вĕсенче халĕ çур акине тăрăшсах хатĕрленеççĕ, ял хуçалăх техникисене юсаççĕ. Çĕр ĕçĕпе аппаланнисĕр пуçне çак обществăсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Геннадий Макаров хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те курмалли нумай пулчĕ. Хуçалăхра 30 ĕне, 5 пушмак пăру, 42 пăру, 16 амапа 2 аçа сысна, самăртакан 104 сысна. Выльăх-чĕрлĕх хăтлă витере тăрать. Машина-трактор паркĕ те чухăн мар. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама ял хуçалăх техники çителĕклĕ.

Хушма хуçалăха аталантарас енĕпе вăй хуракансем те çителĕклех Пуянкасси ял тăрăхĕнче. Акă Антоновсенех илер. Вĕсен хуçалăхĕнче пĕр ĕнепе пушмак пăру, 5 вăкăр, 6 амапа 1 аçа сысна, самăртакан 13 сыснапа 30 çура, кăрккасемпе хурсем, 5 вĕлле пур. Витесемпе картасенче тирпейлĕ, хăтлă. Борис Калашников хуçалăхĕпе те паллашрĕç семинар-канашлăва пухăннисем. Кунта халĕ çĕнĕ сысна вити тăваççĕ. Малашне Борис Васильевич сыснасен шутне татах та ÿстерес шутлă. Хальлĕхе унăн хуçалăхĕнче 27 сысна, 1 ĕне.

Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкул-ача сачĕпе Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула та кĕрсе курчĕç. Виçпÿрт Шăмăршăри вĕренÿ çуртĕнче 16 ача вĕренет, 5 вĕрентекен ĕçлет, ача садне 21 шăпăрлан çÿрет. Пуянкассинчи шкулта вара 68 вĕренекен ăс пухать, 13 вĕрентекен вăй хурать. "Пучах" ача садĕнче – 35 ача.

Ял тăрăхĕнче пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн семинара пĕтĕмлетме культурăпа кану центрне пухăнчĕç. Килнĕ хăнасене Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Кузьмин вырăнти социаллă экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ, пĕлтĕр пурнăçланă, кăçал тума палăртнă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

Районта çурхи ака ĕçĕсене мĕнлерех хатĕрленни пирки район администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн специалисчĕ Вадим Севрюгин паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра районта кондицие ларнă 75 процент вăрлăх пур. Çур аки валли 2189 тонна вăрлăх хатĕрленĕ. Тата 55 тонна пысăк репродуктивлă вăрлăх туянмалла.

Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх шучĕ ÿсни те савăнтарать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, мартăн 1-мĕшĕ тĕлне сĕт суса илесси – 2,5 процент, аш-какай туса илесси 1 процент ÿснĕ. Çапла хыпарларĕ район администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн специалисчĕ Николай Вазанов.

Ял хуçалăхне аталантарма Раççей ял хуçалăх банкĕпе перекет банкĕ те тĕрлĕ кредитсем пани çинчен асăннă банксен Шăмăршăри хушма офисĕсен ертÿçисем Василий Федотовпа Олег Алексеев пĕлтерчĕç.

Выльăх-чĕрлĕх чирлесси пулатех ĕнтĕ. Юлашки çулсенче тĕрлĕрен гриппсемпе чумасем сарăла пуçларĕç. Ÿсен-тăран, вăрлăхсен чирĕсем аталанни пирки те сăмах пуçарчĕç. Вĕсемпе мĕнлерех кĕрешнине ветеринарипе фитосанитари надзорĕн Чăваш Республикинчи пуçлăхĕн çумĕ Николай Романов тата патшалăх ветеринари надзорĕн пай пуçлăхĕ Константин Викторов паллаштарчĕç.

Район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Татарских ăшăпа тата электроэнергипе тивĕçтересси мĕнлерех лару-тăрура пулнине пĕлтерчĕ.

Çурхи шыв сарăлса инкек-синкек кăтартассинчен халĕрех сыхланма тытăнмалли çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков аса илтерчĕ. Владимир Александрович тирпей-илем пирки те манмалла маррине, çÿп-çапа вăхăтра тасатса тăмалли çинче чарăнса тăчĕ.

Семинар-канашлăва пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Никифоров сăмах каларĕ, районти организацисемпе предприятисен, учрежденисен, ял хуçалăхĕсен ертÿçисене çитменлĕхсем çине пысăкрах тимлĕх уйăрма, тума палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама чĕнсе каларĕ. Семинар-канашлăва район пуçлăхĕ Менир Хамдеев та хутшăнчĕ.

Мероприятие килнисем юлашкинчен концерт курса савăнчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика