Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайри мала, йĕлтĕрçĕсем

06 февраля 2013 г.

ЧĂН-ЧĂН спорт уявĕ пулчĕ Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче. Черетлĕ "Виçпÿрт Шăмăршă йĕлтĕр йĕрĕ" кăçал кунта виççĕмĕш хут иртрĕ. Ăмăрту хамăр тăрăхри йĕлтĕрçĕсене çеç мар, кÿршĕллĕ Тутарстанпа Ульяновск облаçĕнчи хăнасене те кĕтсе илчĕ.

Тÿрех каламалла, çак ăмăртусене йĕркелеме кăмăллă спонсорсем те тупăнчĕç, çанталăкĕ те ырă пулчĕ. Хĕр ачасем – 2-3 км, арçын ачасем 3-5 км чупрĕç.

Кĕçĕнрех çулхи хĕр ачасем хушшинче финиша чи малтан Ирина Егорова (Шăмăршă шкулĕ) çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Алина Петрова (Ульяновск облаçĕ), Виктория Павлова (Пуянкасси шкулĕ). Арçын ачасенчен çак ушкăнра Денис Ермолаевран (Карапай Шăмăршă шкулĕ) хăвăртрах чупаканни пулмарĕ, вăл – пĕрремĕш. Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи Павел Храмовпа Сергей Безруков – иккĕмĕшпе виççĕмĕш.

Вăтам ушкăнра (1998-1999 çулсенче çуралнисем) Вера Удина (Шăмăршă шкулĕ) хĕр ачасем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Ун хыçĕнчен финиша Карапай Шăмăршă шкулĕнчи Аня Петрова – иккĕмĕш, Татьяна Карпова виççĕмĕш çитрĕç. Арçын ачасенчен Василий Спиридонов (Çĕпрел районĕ) – пĕрремĕш, Евгений Карпов (Карапай Шăмăршă шкулĕ) – иккĕмĕш, Илья Хлюкин (Шăмăршă шкулĕ) – виççĕмĕш.

Аслăрах çулхисен ушкăнĕнче хĕрсенчен Полина Егорова, Алина Муллина (иккĕшĕ те Шăмăршă шкулĕнчен, тĕрĕсрех Виçпÿрт Шăмăршă йĕлтĕр йĕрĕн хуçисем), Елена Иванова (Карапай Шăмăршă шкулĕ) палăрчĕç, вĕсем малти виçĕ вырăна пайларĕç.

Каччăсем 5 километрлă дистанцие парăнтарчĕç. Пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене Карапай Шăмăршă шкулĕн маттурĕсем Виктор Лаврентьев, Александр Мамонтов, Михаил Васильев йышăнчĕç.

Çак ăмăртусене хутшăнакансене, ăна ирттерме пулăшакансене – пурне те чĕререн тав тăватпăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика