Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсене асăнса

02 февраля 2013 г.

КĂÇАЛ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи Сталинград патĕнче нимĕç-фашистсене çĕнтернĕренпе 70 çул çитет.

Çак паллă çапăçусем пирки, пирĕн салтаксен паттăрлăхĕ çинчен нумай пĕлме пулать. Çитĕнекен ăрăва та асатте-кукаçейсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр, хамăр çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн юн тăкни, çĕнтерÿшĕн нимĕн те хĕрхенменни пирки каласа-ăнлантарса памалла.

Çак тĕллевпе тата районти массăллă оборонăпа спорт уйăхлăхне хутшăнса Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкул-ача садне çÿрекен аслă ушкăнри ачасене Сталинград патĕнче хăрушă çапăçусем пирки каласа панă, презентаци кăтартнă. Шăпăрлансене чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн ялти музейĕпе паллаштарнă. Унăн вăрçă çинчен çырнă хайлавĕсен пайĕсене вуласа панă.

Сталинград патĕнче хаяр çапăçура пуçне хунă Владимир Бараев сăвăç çинчен те ачасем пĕлнĕ. Музыка вĕрентекенĕ Алексей Андронов сăвăçăн "Митюк" сăвви тăрăх хывнă юрра пĕчĕкскерсене вĕрентнĕ. Ăна ачасем хаваспах юрланă.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика