Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ-хĕлĕ – ял-йыш умĕнче

16 января 2013 г.

КИЛĔШŸЛЛĔ сăн-питлĕ çак хĕрарăм хĕл кунĕнче çуралнă пулсан та, хăйĕн кăмăл-туйăмĕпе вăл ăшă çуркуннене аса илтерет. Ячĕ те унăн "çутă" пĕлтерĕшлĕ – Светлана!

Ман пуçлас сăмахăм ăш пиллĕ те вашават çын – Светлана Михайловна Пушкина – çинчен пырать.

Пуянкасси ялĕнче çуралса ÿссе çитĕннĕ вăл. Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче ашшĕ-амăшне вĕренÿри çитĕнÿсемпе савăнтарнă, килти ĕçсене тума пулăшнă, кĕнеке вулама тăрăшнă. Çак туртăма пулах ĕнтĕ шкул пĕтернĕ хыççăн ял библиотекинче ĕçлеме пуçланă.

Светлана тăван ялтах вăй хуракан каччăпа – Валерий Пушкинпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çулсем иртнĕçем çемьере икĕ ывăлпа пĕр хĕр хутшăннă. Туслă пурăнакан мăшăра хунямăшĕ Елена аппапа Ульяна мăнаккăшĕ те ăс парса, пулăшса, вĕрентсе пынă.

Анчах пурнăçăн тĕрлĕ пăрăнăç, теççĕ. Инкек куçа курăнса килмест çав: Светланăн савнă мăшăрĕ сарăмсăр вилет, пуç çийĕн хура чатăр карăннăн туйăнать.

Çапах та çамрăк хĕрарăм йывăрлăха чăтса ирттерме вăй-хал тупать, виçĕ ачине çитĕнтерсе ура çине тăратать.

– Çăмăлах пулман, тĕрлĕ пулнă ĕнтĕ пурнăçра. Ывăлсем салтакра чухне нумай çунма-кулянма тиврĕ. Аслă ывăл Чечняра службăра пулчĕ, пĕр вăхăт 8 уйăх хушши хыпар килмерĕ... Тав Турра, ырă-сывă таврăнчĕ вăл, халĕ ĕнтĕ мăнуксем те пур... – аса илет Светлана Михайловна.

Тĕрлĕ йывăрлăха, чăрмавсене çĕнтерсе пыма ăна юратнă ĕçре тăрăшни те вăй-хăват парса тăрать. Ĕмĕрĕпех культура ĕçĕнче вăл. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕн культурăпа кану центрĕн директорĕнче вăй хурать. Хăйĕн ĕçне яланах тăрăшса, чунне парса тăвать, кашни çынпах кăмăллă та сăпайлă, кашнин валли ырă сăмах тупать.

– Пĕтĕм пурнăçăм тăван ялпа, библиотекăпа, клубпа çыхăннă ĕнтĕ ман, çур пурнăç сцена çинче иртет пуль, – тет Светлана Пушкина.

Сцена тенĕрен, "Ахаяс" ушкăнпа çÿренĕ чух унта кам сăнарне кăна кăтартман-ши вăл, амăшĕ те пулнă. Хĕрĕ те сцена ăсталăхĕпе палăрать. Культура ĕçченĕн пĕтĕм пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тĕкĕр çинчи пек: ял-йыш умĕнче.

Пĕрле килĕштерсе ĕçленипех ĕнтĕ ĕçре те çитĕнÿсем пулаççĕ. Районта, республикăра иртекен конкурссенче, фестивальсенче ялти пултарулăх ушкăнĕсем малти вырăнсене тухаççĕ, Дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçеççĕ. Культурăпа кану центрне çÿрекенсем Светлана Михайловнăн ĕçĕпе яланах кăмăллă.

Çапла, сисĕнмесĕрех иртсе пыраççĕ кунсем, çулсем... Ыранхи кун вара пирĕн Светлана Михайловна хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр сана, малашне те тăрăшса ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват, ачасемпе, мăнуксемпе савăнса пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика