Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă библиотекарь

30 декабря 2012 г.

Пирĕнпе кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Куршанкăри Лидия Калашникова Пуянкасси вăтам шкулне вĕренме çÿренĕ тапхăрта хăйĕн ĕç биографийĕ шăпах çак ялта пуçланса каясси пирки шутламан та пулĕ.

Пуянкассинчи вăтам шкулта аттестат илсен, 1988 çулта, мал ĕмĕтлĕ Куршанкă хĕрĕ, илемлĕ литературăна вулама юратаканскер, Чăваш Республикинчи Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине çул тытнă. Унта экзаменсене ăнăçлă тытса, пысăк конкурс витĕр тухса Лидия Калашникова библиотека уйрăмĕн студентки пулса тăнă.

1990 çулта вăтам квалификациллĕ библиотекарь дипломне илсен Лидия Калашникова, паллах, питĕ савăннă. Ара, библиотекарь профессийĕ пирки пĕчĕкренех ĕмĕтленнĕ-çке хĕр. Библиотекăна кĕнекесем илме кайсан – унта вăл ачаллах тăтăш çÿренĕ – библиотекарь çине яланах ăмсанса пăхнă. Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси ял библиотекине ĕçлеме кайма направлени пани те пысăк хавхалану кÿнĕ ăна. Кунта вăл ял çыннисенчен чылайăшне пĕлнĕ, палланă.

Пуянкассинче тулли кăмăлпа библиотекарь биографине пуçланă Лидия Анатольевна. Кĕнеке-журнал илме килекенсемпе яланах ăшшăн калаçнă çамрăк специалист, вĕсен ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшнă. Пĕрлех çак ялта вăхăтлăх ĕç вырăнĕ пулни кăна кăштах пăшăрхантарнă ăна.

Виçпÿрт Шăмăршă бибилиотекинче виçĕ уйăхранах яланхи ĕç вырăнĕ сĕнсен Лидия Калашникова питĕ хĕпĕртенĕ. Çак ялта вăл библиотекарь биографине малалла тăснă.

Çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пынă çамрăк специалист. Ĕçчен те сăпайлă хĕре çак ял каччи – Александр Егоров – куç хывнă, ăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Хĕр килĕшнĕ.

Лидия Егорова 22 çул хушшинче библиотекăра ял-йышшăн интереслĕ мероприятисем мĕн чухлĕ ирттернине никам та шутласа кăлараймĕ. Вăл йĕркелекен вулакансен конференцийĕсенче, диспутсенче, викторинăсенче, çĕнĕ кĕнекесен тишкерĕвĕсенче, ытти мероприятисенче сахал мар пулнă эпĕ. Лидия Анатольевна кашни мероприятие пысăк яваплăхпа ирттерет, вулакансем хăйсем те активлă пулччăр тесе тăрăшать.

Библиотекăна кĕрсен, кунта тирпейлĕхпе тасалăх хуçаланни тÿрех курăнать. Çÿлĕксем çинчи кĕнекесем тирпейлĕн упранаççĕ. Ялта çуралса ÿснĕ паллă çынсене – районти пĕрремĕш поэта, "Аташса кайнă çын" поэма авторне Петр Падиарова, Сталинград таврашĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă поэт-патриота, офицер-минометчика Владимир Бараева, чăваш халăх писательне, "Хура çăкăр" роман авторне Илпек Микулайне, чăваш академи театрĕн илемлĕх ертÿçине, СССР халăх артистне Валерий Яковлева, отставкăри аслă офицерсене – Михаил Юманова, Лев Падиарова, Владимир Шарушкина халалланă стендсем, кĕнекесен выставкисем – тирпейлĕ, илĕртÿллĕ. Ялти паллă çынсен, фронтовиксен пурнăçне, ĕç-хĕлне çутатакан электронлă материалсем те хатĕрленĕ Лидия Анатольевна. Сĕтелсем çинче "Вăрçă ачисем", "Салтак арăмĕсем", "Вăрçăра вилнисем – ял-йыш асĕнче", "Çĕнтерÿ салтакĕсем", "Сурпан" фольклор коллективĕ – ял мухтавĕ" тата ытти альбомсем.

Хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе Лидия Анатольевна ял-йыш хисепне тивĕçнĕ. Библиотекăра – район администрацийĕн культура пайĕн Грамотисемпе Дипломĕсем те пур. Вĕсемпе сумлă ĕçшĕн наградăланă библиотекăна.

2013 çулта тăрăшуллă библиотекарь, виçĕ ача амăшĕ Лидия Егорова ял-йыша çĕнĕ кĕнекесемпе, интереслĕ мероприятисемпе савăнтарĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика