10 ноября 2012 г.
АЧАСЕНЕ тăван чĕлхене кĕçĕн классенченех юратма вĕрентеççĕ Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçлекен вĕрентекенсем. Çакна кунта ирттернĕ чăваш чĕлхи эрни те çирĕплетсе парать. 1-4 классенче вĕренекенсем кашни кунах тĕрлĕ конкурссенче, вăйă-ăмăртура хăйсен пултарулăхĕсене, пĕлĕвĕсене кăтартнă. Кашни ача хаваспах, интересленсех мероприятисене хутшăннă. Вĕсем сăвăсем вуланă, сăмах "картлашки" тăрăх хăпарнă, "Савнă ялăм, тăван ял" темăпа ÿкерчĕксем тунă, диктант çырнă тата ытти те. Паллах, çĕнтерÿçĕсене палăртса хăварнă, вĕсене хавхалантарнă.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"