Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл – телейлĕ хĕрарăм

24 октября 2012 г.

КĂМĂЛЛĂ çынпа калаçсан чун уçăлать. Çакнашкаллисемпе хутшăнас, калаçас килет: вĕсен ырă енĕ сана куçнăнах туйăнать. Пуянкассинче пурăнакан Елена Семенова шăпах çакăн пек çын. Унăн сăмахĕсем чун эмелĕ пекех туйăнаççĕ, кăмăла уçаççĕ.

Елена Васильевна çут тĕнчене килнĕренпе аллă çул çитрĕ. Çур ĕмĕр пурнăç илемĕпе савăнса пурăнать вăл çĕр çинче. Ял ачисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, вĕсемпе пĕрле урамра вылянă, пахчара ĕçленĕ, колхоз ĕçĕсене те хутшăннă. Хĕр çулне çитсен тантăшĕсемпе пĕрле ташă каçĕсене тухнă. Турă çырни те систермесĕрех хапха умне килсе чарăннă. Вăл кÿршĕ ял каччин Владимир Семеновăн мăшăрĕ пулса тăнă. Телейлĕ çемьере йыш хушăнса пынă. Вĕсем виçĕ пăхаттир ывăл çуратса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслипе Алешăпа кĕçĕнни Сергей хăйсем те çемьеллĕ ĕнтĕ, вăтамми Ваня вара хальлĕхе мăшăрланман-ха.

– Тĕпренчĕкĕмсем ывăлсем пулсан та савăнăç кăна кÿреççĕ пире, – кăмăлне уçать Елена Васильевна. – Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă вĕсене. Вĕсем пĕр ĕçрен те пăрăнса тăмаççĕ, пирĕн сăмахран иртмеççĕ. Ку чăнахах та çапла ĕнтĕ. Семеновсен ачисем пирки ялта усал сăмах илтеймĕн. Вĕсем виççĕшĕ те хăйсен тĕллевĕсем патне çитнĕ, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртнĕ.

– Кинсем те маттур, пултаруллă. Вĕсене хамăрăн хĕрсем пекех йышăнатпăр. Мăнуксене вара тата хытăрах юрататпăр. Вĕсем килсен пÿрт хаваслăхпа, савăнăçпа тулать, – сăмахне малалла тăсать Е.Семенова. Мĕн каласси пур, ачан ачисем тата та хаклăрах-çке. Вадим, Стас, Никита – каллех ывăлсем, Семеновсен хушаматне, йăхне малалла тăсакансем.

Ялта пурăнакан хĕрарăм валли ĕç тупăнсах тăрать. Ир пуçласа каçченех канăç çук: кил-çуртне тирпейлемелле, кĕпе-йĕмне çумалла, апат пĕçермелле, ĕне сумалла... Çуллахи кунсенче пушшех те ларса канма вăхăт çук, пахчара тăрăшсах çу иртсе каять. Елена Васильевнăшăн та çаплах. Килти ĕçсене пурнăçланисĕр пуçне унăн шкула та васкамалла. Кунта вăл тирпейлÿçĕре 27 çул вăй хурать, маларах фермăра, ача садĕнче ĕçленĕ.

– Хама вĕрентекен пек те туятăп, – шÿтлет Е.Семенова. – Вĕрентекенсем ăс параççĕ, эпир вара вĕренекенсене тирпее вĕрентетпĕр. Шкулти кашни ачана пĕлсе-хăнăхса çитетпĕр. Каярах, шкултан вĕренсе тухнисем, хăйсемпе тирпейлÿçĕсем хушшинче кăсăклă самантсем пулни пирки аса илтереççĕ. Тем те пулнă, пулать пуль çав ĕнтĕ.

Ялта Елена Васильевнăна лайăх енчен кăна аса илеççĕ. Шÿтлеме юратнишĕн, ырă кăмăлĕшĕн ун патнелле туртăнаççĕ. Шкулта вăй хуракансем те Е.Семенована хисеплеççĕ. Директор та, вĕрентекенсем те унăн ĕçĕпе яланах кăмăллă.

– Эпĕ – телейлĕ хĕрарăм, – тет вăл. – Ман çумра юратнă мăшăр, куçăм тулли ачасемпе мăнуксем. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра;..

Елена Васильевнăна саламлама ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, тус-юлташĕ кĕрекене пухăнчĕç. Çĕр-çĕр ăшă сăмах ун ячĕпе каларĕç, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика