Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă вăхăтĕнчи ачалăх

12 мая 2012 г.

Фашистла Германие çĕнтернĕренпе 67 çул çитрĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пирĕн район çыннисем те хастар хутшăннă. Вăй питти арçынсем фронтра гитлеровецсемпе паттăррăн çапăçнă, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр Тăван çĕр-шыв тата халăх ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ. Ял çыннисем вара кунне-çĕрне пĕлмесĕр тылра ĕçленĕ: фронт валли тырă, ытти апат-çимĕç ăсатнă, салтаксем валли ăшă тум-тир пуçтарса ярса панă.

Вăрçă пуçланнă чухне эпир 10-12 çулти ачасемччĕ. 1941 çулхи чÿк-раштав уйăхĕсенче фашистсен çарĕсене пирĕн çарсем Мускав таврашĕнчен хăваласа янине пĕлтерекен хыпар ял халăхне питĕ савăнтарнине эпĕ лайăх астăватăп-ха. Вăрçăн малтанхи çулĕсенче эпир, ачасем, "Правда" колхоз ĕçне хутшăнса утă тавăраттăмăр, пуçтараттăмăр. Вырма тапхăрĕнче аслисене кĕлте çыхма, ăна сурата хывма пулăшаттăмăр. Каярахпа вара, 14 çул тултарсан, ака-суха ĕçне çÿреме тытăнтăмăр.

1944 çулта ялти 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан эпĕ пĕтĕмпех колхоз ĕçне кÿлĕнтĕм. Çур аки тапхăрĕнче эпир, яшсем, лаша-вăкăр кÿлсе çĕр сухаланă, сÿреленĕ. Халĕ çамрăксем пĕлмеççĕ те – вăл тапхăрта стариксем умне пăтавкка çакса вăрлăха алăпа сапатчĕç. Кун хыççăн çĕре сÿреленĕ.

Çулла вара кĕрхи ыраш акма çĕр хатĕрлесе ферма таврашĕнчен уя тислĕк турттарса тăкнă, ака пуçпа сухаланă. Вырма тапхăрĕнче лавпа хиртен йĕтеме тырă кĕлтисем турттарнă. Йĕтемре хĕрарăмсем кĕлтесене тăпачăпа çапса тĕшĕленĕ, пысăк алапа сăвăрса тасатнă. Тырра тÿрех лавпа Канашри е Йĕпреçри элеваторсене леçнĕ. Вырма вĕçленсен вара юр çăвичченех акапуç кÿлсе çĕртме сухи тунă.

Манпа юнашар Василий Иванов, Виталий Юманов, Василий Убасев, Иван Ямщиков, Михаил Гладков, Василий Харзоров, Николай Тимофеев, Анатолий Семенов ĕçлетчĕç. Хĕл кунĕсенче те пирĕн валли ĕç нумайччĕ: Кучек паççулккинче каснă йывăçсене эпир Пасна юхан шывĕ хĕррине лашапа турттарса купаласа хураттăмăр (çуркунне ятарласа уйăрнă çынсем пĕренесене шыв тăрăх юхтарса кирлĕ вырăна çитернĕ).

Аслă Çĕнтерÿ кунне – 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшне – эпир уй-хирте, хĕрÿ ĕçре кĕтсе илтĕмĕр.

... Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа чылай çул иртрĕ. Эпир, хаяр вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве хамăр тÿпене хывнă ветерансем, пĕр-пĕринпе тĕл пулсан хамăрăн ачалăха аса илетпĕр. Эпир чăтса ирттернĕ йывăрлăхсене урăх никамăн та тÿсмелле ан пултăрччĕ. Пирĕн çĕр çийĕн яланах çутă хĕвел пайăркисем ташлаччăр, çынсем ĕмĕрĕпех мирлĕ пурнăçпа пурăнччăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика