Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсен ячĕпе – тăватă палăк

12 мая 2012 г.

1967 ÇУЛ. Вăл вăхăтра "Правда" колхоза В.Кошкин ертсе пыратчĕ. Аслă Отечествăлла вăрçа хутшăннăччĕ вăл, орден-медалĕсем те чылайччĕ. Эпĕ вара ун чух Шăмăршăра, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра штукатур-маляр пулса ĕçлеттĕм. Каменщик ĕçĕ те маншăн ют марччĕ. Тен, çавăнпах-и мана пĕрре Василий Платонович чарса тăратрĕ.

– Пирĕн ял Совет территорийĕнче тăватă ял, – пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне. – Кашни ялтанах çынсем вăрçа тухса кайнă, чылайăшĕ килĕсене каялла таврăнайман. Фронтра пуç хунисене асăнса вара халĕ те палăксем лартман.

Председатель шухăш-кăмăлне çийĕнчех ăнланса илтĕм:

– Ку – пирĕн, чĕррисен тивĕçĕ. Обелисксене хамах купалăп, – терĕм.

Çак çул Пуянкасси ял Совечĕн территорийĕнче кирпĕчрен тăватă палăк туса лартрăм: Пуянкассинче, Виçпÿрт Шăмăршăра, Хайпăлара. Тăван ялăмра – Кахăрлă Шăхалĕнче – уйрăмах хавхаланса ĕçлерĕм, вăрçăран таврăнайман паттăр салтаксен ячĕсене çак обелиск çине ĕмĕрлĕхех çырса хăварччĕр терĕм.

Сăмах май, манăн аттен шăллĕ те – Мефодий Федотович Федотов – Ленинградшăн пынă хаяр çапăçура пуç хунă. Маларах финн вăрçине те хутшăннă вăл, политрук пулнă.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика