Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç урапи çаврăнать

28 апреля 2012 г.

"ПУРНĂÇ урапи çаврăнать, пурнăç урапи такăнать..." Çак юрă сăмахĕсене илтмессерен хăйĕн кун-çулне аса илет хĕрарăм. Çур ĕмĕр хушшинче темĕн те пулнă: савăнмалли те, пăшăрханмалли те. Чун-чĕрине хурлăх пуссан та вăл ăна çынна кăтартма тăрăшман, ним пулман пекех кулнă, калаçнă. Урăхла пулма та пултарайман. Вăл çынсемпеĔ ĕçленĕ. 26 çул ялти Культура çуртĕнче вăй хунă. Пĕр вĕçĕмсĕр çамрăксемпе хутшăннă, вĕсен юрри-ташшине сăнанă. Каярах, пултаруллисене, сцена çине кăларма тăрăшнă, тĕрлĕ концертсене, конкурссене явăçтарнă. Сăмахăм Пуянкассинче пурăнакан, пурте юратакан, хисеплекен çыннăмăр çинчен. Вăл савăк кăмăл парнелеме пултаракан Людмила Михайлова. Ăна ялта кăна мар, таврара та лайăх пĕлеççĕ, паллаççĕ. Епле-ха унсăрăн; Культура вучахĕнче ĕçленĕ чухне Людмила Михайловнăн такампа та калаçма тивнĕ, темĕнле ыйтăва та татса памалла пулнă. Пуянкасси тăрăхне килнĕ хăнасене чăвашсен йăла-йĕркине тĕпе хурса, юрă-ташă хатĕрлесе мĕн чухлĕ йышăнман-ши; Кашни уяв тĕлнех мероприяти ирттерни, зала пухăннă çынсен савăнăçлă сăнĕсене курни паян кун та унăн асĕнчен каймасть. Концертсене пĕлсе хатĕрлени, репертуара халăх ăнланакан, юратакан жанрсене кĕртни уншăн тĕп вырăнта пулнă. Людмила Михайлова ĕçленĕ вăхăтра Пуянкасси ял поселенийĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕн смотр-отчет концерчĕ районта яланах малтисен ретĕнче пулнă, кубоксем, Дипломсем илме тивĕçнĕ. Акатуйсенче те вĕсен юрри-ташшине ырласа йышăннă. Паллах, кашни мероприятие асăнса пĕтереймĕн, вĕсем вăл ĕçленĕ вăхăтра нумай пулнă. Ĕçне кура – хисепĕ. Л.Михайлован пултарулăхне пысăк хак парса ăна Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе чысланă. Вăл Акатуй ялавне çĕклеме те, пĕр хутчен кăна мар, тивĕçнĕ. 2007 çулта Людмила Михайловна тăрăшнипе Пуянкассинчи Культура çурчĕ республикăри ял поселенийĕсен конкурсĕнче "Чи хăтлă та илемлĕ Культура çурчĕ" номинацире çĕнтернĕ. Культура çуртĕнче ĕçлеме пăрахрĕ пулсан та Людмила Михайлова чун-чĕрипе юрă-ташă тĕнчинчен уйрăлман. Ăна халь те сцена çинче курма пулать. Унăн шÿчĕсене куракансем яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Людмила Михайловнăн хăтланăвĕ, тыткаларăшĕ килĕшÿллĕ, вăл Шупашкарти пĕр-пĕр паллă артистран та пĕртте кая мар. Çак ытарайми хĕрарăм савнă мăшăр та, юратнă анне те. Вăл Николай Михайловичпа икĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсене тĕрĕс воспитани панă. Тĕреклĕ хуçалăхпа пурăнаççĕ Михайловсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тытаççĕ. Чун-чĕрепе илеме туякан кил хуçи хĕрарăмĕ пахчара та, пÿртре те вун-вун чечек акса-лартса ÿстерет. Çак кунсенче хисеплĕ Людмила Михайловна Михайлова хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Паллă кун ячĕпе ăна амăшĕ, савнă мăшăрĕ, юратнă тĕпренчĕкĕсем чун-чĕререн саламлаççĕ. Яланах хаваслă та сывлăхлă пурăнма сунаççĕ. Паллах, ун çинчен пĕр вăхăтра ĕçленисем, тус-юлташĕ, тăванĕсем, кĕрекене пухăнсан, мĕн пур ыррине калĕç, ăна ăшшăн-ăшшăн саламлĕç. Санăн пурнăç урапи вара такăнмасăр малаллах чуптартăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика