Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх е эрех. Суйласа илĕр!

18 апреля 2012 г.

ХĂШĔ-ПĔРИ алкоголь организмăн мĕн пур тытăмне аркатакан хăрушă наркăмăш пулнине темшĕн шута илесшĕн мар. Унра наркотик тата токсин паллисем пĕрлешнĕ, çакă организма лекнĕ этил спирчĕ йÿçекленсе уксус альдегичĕ йĕркеленнипе çыхăннă. Ĕçекенсенчен чылайăшĕ алкоголь пысăк тутлăхлă тесе шутлать. Апат-çимĕçпе танлаштарни вырăнсăр. Шăпах çакнашкал пăтраштару ĕçкĕçсен сисчевлĕхне чакарать те. Тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, пахалăх шайĕпе начар шутланакан сăра та ĕçке ертнин сăлтавĕ пулма пултарать. Алкогольпе апат-çимĕç хушшинче нимĕнле пĕрпеклĕх те çук. Шутласа пăхăр, пĕр кĕленче шурă эрех организма 1400 килокалори "парнелет". Вăтам йывăрăшлă вăй-хал ĕçĕ пурнăçлакан вара талăкра 3100 килокалори пĕтерет. Апла тăк алкоголь калорийĕсем мĕн кирлине шайлаштараймаççĕ, унсăр пуçне вĕсем пушă. Çыннăн организмĕ тĕрлĕ йышши белок, çу, углевод, витамин, минерал тăварĕ ыйтать. Эрех-сăрара вĕсем çук. Малтанхи вăхăтра алкоголь апат антарнăн туйăнать. Чылайăшĕ çапла шутлать те. Анчах ăна хăнăхса пынăçемĕн лару-тăру улшăнать. Чирлĕ çын апат çиесшĕн мар. Пĕрисен çакă эрех ĕçнĕ чухне палăрать, теприсен – мухмăрпа аптранă чух. Çын хăйне евĕрлĕ алкоголь çимĕç çине куçать. Хăйне кирлине илес вырăнне организм эрех-сăран чухăн калорийĕпе çырлахать. Витамин çитменни ăна хавшатать, унăн тытăмĕ эталонпа тата уксус алдегичĕпе сиенленет. Кун пек чух эрехĕн наркăмăш витĕмне вăл çăмăллăнах парăнать. Пушă калорисем тăтăшах пырса тăнипе ĕçекен çын кирлĕ япаласене илсе тăраймасть терĕмĕр. Çавăнпа та вĕсене сипленĕ чух алкоголь аркатăвне хирĕç кĕрешме пултаракан япаласене тавăрса пама тивĕç. Алкоголь аппетита чакарать кăна мар, выçăллă-тутăллă çÿресси патне илсе пырать. Вăрах хушă ĕçкĕпе иртĕхсен глюкоза ирĕлме чарăнать, организм кал-кал ĕçлейми пулать. Çав вăхăтрах çу шучĕ ÿссе каять, вăл пĕверте пухăнать. Унтан та хăрушăраххи – пĕвер циррозĕ пуçланни. Эрехе пула В1 тата В6 витаминсем ферментсен ĕçне тытса пыракан пĕрлешÿсем йĕркелесси япăхланать. В1 витамина организм йышăнми пулать. Д витамин гормон йышши çыхăнусем йĕркелеймест. Кусем – пурнăçра кирлĕ япаласем. Эрех ăш-чикри шыва хăвалать, çакă нерв клеткисемшĕн сиенлĕ. Эрех сиенĕ пирки нумай калаçма пулать. Эпир, наркологсем, ĕçекен кашни çын патне çак шухăша çитересшĕн: эрехпе туслашни ырри патне илсе пымасть. "Ĕçке пула пуç пĕтет", – тенĕ ваттисем. Шутлăр: сывлăх хаклă е эрех; Инкеке сирме вăй çитереймесен врачсенчен пулăшу ыйтăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика