Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсен çемйи

18 апреля 2012 г.

ПУЯНКАССИНЧИ тулли мар вăтам шкулта ĕçлекен Егоровсен çемйинче кăçал çине-çинех икĕ юбилей: иртнĕ уйăхра – Николай Васильевич, çак кунсенче Римма Алексеевна 60 çул тултарнине паллă турĕç. Николай Васильевич çак шкулта пиллĕкмĕш çул директор тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Ертÿçĕ тилхепи вара ăна мăшăрĕнчен куçрĕ: Римма Алексеевна 2001-2008 çулсенче директор пулса ĕçленĕччĕ. Директор династине пуçарса яраканĕ Николай Васильевичăн ашшĕ – Василий Павлович Егоров. Вăл Пуянкассинче 1949-1963 çулсенче малтан пуçламăш, каярахпа çичĕ класлă шкулăн ертÿçи пулса ĕçленĕ. В.Егоровăн ĕç кĕнекипе паллашса çакна пĕлтĕм: унăн пĕтĕм пурнăçĕ, ĕмĕрĕ шкулпа çыхăннă (1937-1979 çулсем). Çак хушăра çичĕ çул (1939-1946 ç.ç.) ăна вĕрентÿ ĕçĕнчен уйăрса тăнă. Вĕсем – çарта службăра тăнă тата Тăван çĕр-шыва фашистсенчен хÿтĕленĕ вут-çулăмлă çулсем. Римма Паймина (хĕр чухнехи хушамачĕ) Палтиелĕнче çуралса ÿснĕ, унтах вăтам шкул пĕтернĕ. Хаваслă та тĕрлĕ енлĕ пултаруллă хĕр ача шкулти пур мероприятисене те хастар хутшăннă. Спорт ăмăртăвĕсенче çăмăл атлетикăпа, концертсенче юрлас ăсталăхпа палăрса тăнă. Класри стена хаçачĕн редакторĕ те вăлах пулнă. Вĕренессе те пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пынă, уйрăмах хими урокĕсене кăмăлланă. Тĕрлĕрен опытсем те, кăткăс задачăсем шутласси те – пурте çав тери килĕшнĕ ăна. Тата класс руководителĕ нимĕç чĕлхипе вĕрентекен Зинаида Гурьевна Гурьева, ачасемпе яланах ырă та çепĕç пулни учитель профессине суйласа илме пулăшнă. Çак ĕмĕт анлă тавра курăмлă хĕр ачана Чăваш Патшалăх педагогика институчĕн химипе биологи факультетне илсе çитернĕ. Алла диплом илсен, 1975 çулта, çамрăк учитель Палтиелĕнчи вăтам шкула ĕçлеме килет. Çапла пуçланса каять Римма Алексеевнăн ĕç биографийĕ. Тăван шкулта пулсан та, пĕрремĕш çул вĕрентÿ ĕçĕнче тĕрлĕ ыйтусем сиксе тухаççех. Кун пек чухне ăна кирлĕ сĕнÿсем парса пулăшаканĕ Роза Семеновна Минеева пулнă. Çамрăк специалистăн наставникĕ пулнă май, вăл ĕç планĕсем çырма, урока тĕрĕс йĕркелесе пыма, ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме вĕрентсе пынă. Римма Алексеевнăн пурнăçĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ самант – Кахăрлă Шăхаль каччипе Н.Егоровпа пĕрлешни – ăна 1976 çулта Васанти шкула илсе çитерет. Николай Васильевич унта (4-мĕш çул ĕнтĕ!) математика вĕрентнĕ тата организатор тивĕçĕсене те пурнăçласа пынă. 1978 çулта çамрăк мăшăр Пуянкассинчи вăтам шкула ĕçлеме куçать. Унтанпа Римма Алексеевнăн ĕç вырăнĕ текех улшăнман. Пуянкассинче Р.Егорова пысăк опытлă ăста учитель пулса тăрать, ĕçре çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса пырать. Вăл вĕрентекен шкул ачисем районти биологи, хими, экологи олимпиадисенчен пайтах Дипломсемпе таврăнчĕç. Наукăпа практика конференцийĕсене те ăнăçлă хутшăнаççĕ вĕсем. Римма Алексеевнăн урокĕсем уçăмлă та курăмлă. Вĕсенче яланах сăнав ĕçĕсемпе кăтарту хатĕрĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Урокра тĕрлĕрен ĕç улшăнса тăни ачасене ывăнмасăр ĕçлеме май парать. Вăтăр çичĕ хул хушшинче пайтах вĕренекен шкул пĕтерсе унăн предмечĕсемпе ăнăçлă экзаменсем тытса медицина ĕçченĕсем, агрономсем, биологипе хими учителĕсем пулса тăчĕç. Паян та Римма Алексеевна ĕçчен те хастар. Районти методика фестивалĕсене хутшăнса уçă уроксем кăтартать. Педагогикăри çĕнĕ меслетсемпе анлă усă курса ĕçлет. Вăл РСФСР халăх çут ĕçĕн отличникĕ. Н.Егоров вĕрентÿ ĕçĕнче çеç мар, тĕрлĕ хуçалăхра ертÿçĕ пулса ĕçлерĕ. Ăçта ĕçлесен те, педагог сăн-сăпачĕпе пурнăç йĕркине тытса пычĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче районта "Чи лайăх вĕрентекен" конкурс ирттерме те, çĕнтерÿçĕ учителе Раççей шайĕнчи конкурса хутшăнма та Николай Васильевич спонсор пулса пулăшрĕ. Ялти "Пучах" ача садне те манса хăварман вăл – пĕчĕк ачасене выляма теттесем парнелесе савăнтарнă. Çирĕп йĕркене пăхăнса пурăнать вăл: ирсерен сехетрен кая мар – гимyастика, шкултан таврăнсан – уçă сывлăшра кил-хуçалăхĕнчи ĕçсем. Кашни кун шахматла выляма та вăхăт тупать: çакă – ăс-тăна тĕреклетмелли питех те усăллă меслет. Егоровсен çемйинч яланах тăнăç пурнăç, юрату, пĕрне-пĕри ăнланса пулăшса тăни вăй илсе тăрать. Виçĕ ачине çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Виçĕ мăнукĕ çемьене илем кÿрсе тăраççĕ. Ачасемпе тата мăнукĕсемпе киленсе кăна пурăнмалла пултăр телейлĕ мăшăрăн.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика