Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Концерт – ял халăхĕшĕн уяв

04 апреля 2012 г.

Ялти Культура çуртĕнче мĕнле те пулсан мероприяти пуласса ялти халăх яланах кĕтет, çак куна кĕтсе илсен хаваспах унта васкать. Пуянкасси ялĕнчи Культура çуртĕнче иртнĕ смотр-отчет конкурсĕ те зал тулли куракан пуçтарчĕ. Тăватă ялтан тăракан ял поселенийĕн концерчĕ хăй евĕрлĕхпе уйрăлса тăрасса, куракансен кăмăлне каясса шанчĕç.

Концерт программине вăйă картине карталанса тăрса уçрĕç. Пуçланчĕ вара... Ултă хĕртен йĕркеленĕ ушкăн хăйĕн хÿхĕм ташшипе тĕлĕнтерчĕ, "Ахаяс" фольклор ушкăнĕ "Шăнкăр-шăнкăр" юрăпа тухрĕ, хор чăвашла тата вырăсла юрăсем шăрантарса пачĕ... Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн программа малалла шурĕ. Вĕрентекенсенчен тăракан трио, "Пучах" ача сачĕн ĕçченĕсен ансамблĕ, арçынсен квартечĕ (икĕ юрăпа), Лидăпа Елена Гордеевасен, Лидия Смирновапа Лидия Егорован, Алексей Андроновпа Алексей Тимофеевăн дуэчĕсем чуна савăнтарчĕç. Паллах, юлашки вăхăтра час-часах янăракан "Упра мăшăрна" юрра Алексей Андроновпа Раиса Алексеева вĕрентекенсем юрланине те куракансем хапăлласах йышăнчĕç. Сцена çине кăларнă кулăшсене те килĕштерчĕç. Абсалямовсен çемье ансамблĕ те тав сăмахне тивĕçлĕ, питĕ килĕшÿллĕ пулчĕ вĕсен юрри-ташши. Мĕн-мĕн те, Елена Муравьева юррисене уйрăмах хытă алă çупса йышăнчĕç. "Чăн-чăн артист пулмах çуралнă çак Лена", - тесе пăшăлтатрĕç.

Çамрăк ăру концертсене хутшăнни, хамăрăн чăваш халăхĕн юрри-ташшине, йăла-йĕркине асра тытса, çитĕннисенчен вĕренсе пырса малалла тăсни калама çук пысăк та пархатарлă ĕç. Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнчи "Виçпÿрт çеçкисем" ачасен фольклор ушкăнĕ шăпах çакна ĕнентерсе пачĕ те ĕнтĕ. Çакăншăн савăнмалли çеç юлать. Апла пулсан чăвашлăх пĕтмĕ-ха. Пуянкассисемпе Кахăрлă Шăхаль ялĕсен çамрăкĕсем хатĕрленĕ "Веçех çын ячĕпе" ("Все во имя человека") литературăпа музыка композицийĕ те ку тăрăхри каччăсемпе хĕрсем ĕçе юратнине, унран хăраманнине кăтартса ĕнентерчĕ.

Концерт ăнăçлăхĕ нумай чухне вăйçăран килет. Ку енĕпе кунта чăрмавсем пулмарĕç. Чун-чĕрепе юрă-кĕвĕ тĕнчине парăннă Алексей Андронов аллинчи баян, купăс çăмăллăн та илемлĕн кĕвĕ кăларчĕç. Çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ, Алексей купăс каланă май юрларĕ те.

Юлашки çулсенче сцена çинчи арçынсене шутласа кăларма икĕ алăри пÿрнесем те çитеççĕ. Темле сăлтава пула вĕсем концерта хутшăнасшăн мар. Унран ытларах тĕлĕнтерекенни вара - ял поселенийĕн пуçлăхĕ хĕрринче пăрăнса юлни! Вырăнти хуçа ырă тĕслĕх кăтартмасан, вăл пуçарулăхпа палăрса тăмасан, ыттисенчен нимех те илеймĕн. Çакă хальлĕхе пирĕн пысăк çитменлĕх-ха.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика