Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуш уйăхĕн вĕçĕнче...

31 марта 2012 г.

"КУРАК хăйĕн хÿри çинче çуркуннене илсе килет", – тенĕ ваттисем. Кăçал кураксем март уйăхĕн пуçламăшĕнчех кранклатма тытăнчĕç пулин те, "килчĕ ырă çуркунне, килчĕ, ячĕ ăшăтса" теме çук-ха. Çанталăк çав-çавах сивĕ, юрĕ те çусах тăрать...

Çапах та çуркунне çитнех! Çакна хуçалăхсенчи техника паркĕсем патĕнчен иртсе пынă чух та лайăх туятăн. Çĕр ĕçченĕсем пикенсех ял хуçалăх техникине юсаççĕ, юр айĕнчен чавса кăларнă сеялкăсемпе культиваторсене тепĕр хут тĕрĕслесе тухаççĕ.

"Карлинская" Агрофирма" ЗАОра та юсавçăсен звени хĕрÿ ĕçре. Александр Кузьмин, Юрий Ахметов, Михаил Смирнов тата Анатолий Гладков сÿресене юсаса хатĕррисен ретне вырнаçтарса хураççĕ. Çитес эрнере сеялкăсем патне те алă çитĕ, унтан культиваторсене хатĕрлесе пĕтерĕç.

– Кĕркунне 200 гектар кĕр тыррисем акнăччĕ, калчасем лайăх хĕл каçасса шанатпăр, – терĕ хуçалăх директорĕн çумĕ Владимир Абсалямов. – Çурхи сивĕпе шыв-шур сиен кÿмесен, ÿсен-тăран парка аталанса вăй илмелле.

Хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене 920 тонна – кирлинчен чылай ытларах хывса хăварнă. Чăнах та, хальлĕхе пуртех кондицие ларайман-ха, çывăх кунсенчех çÿп-çапран тасатса паха вăрлăх хатĕрлеме тăрăшмалла. Элита вăрлăх туянма та майсем шырамалла.

Владимир Ильич çур аки планĕпе паллаштарчĕ. Çурхи тулă – 150, урпа - 100, сĕлĕ – 50, хура тул 30 гектар акмалла. 60 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерме палăртнă.

Çурхи ака-суха ĕçĕсене икĕ Т-150 тата МТЗ-82 тракторсем хутшăнĕç. Владимир Архипов, Александр Кузьмин, Владимир Никитин тата ытти механизаторсем ĕçре пысăк опыт пухнă.

Ыти хуçалăхсенчи пекех, çунтармалли-сĕрмелли материалсен ыйтăвĕ кунта та çивĕч тăрать. Патшалăхран кредит илнĕ укçапа туянма шутлаççĕ.

Минерал удобренийĕсем пирки калас пулсан, хальлĕхе 20 тонна аммиак селитри турттарса килнĕ.

Ял хуçалăх таварне туса илекенсене çунтармалли-сĕрмелли материалсем йÿнерех хакпа (курттăм туянакан хакран 30 процент йÿнерех) сутнине хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Виçпÿртсен васкаварлăрах пулмалла: ахаль те укçа çук чухне кайран чылай ытларах кĕмĕл кăларса хуни хака ларĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика