Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен пулмах çуралнă

17 марта 2012 г.

Вĕрентекен... Çак ят ырă туйăм çуратать, кашниех хăйĕн учительне ăшшăн аса илет, унăн çутă сăнарне пурнăç тăршшĕпех упрать.

Çакăн пек çынсенчен пĕри вăл - Пуянкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Л.П. Краснова. Çитĕнсе пыракан ăрăва таса чунлă, хĕрÿ чĕреллĕ пулма вĕрентес тивĕçне лайăх ăнланать педагог. Вăл ачасене атте-анне чĕлхине тарăнрах та туллинрех пĕлме, тăван халăх культурине, ырă йăли-йĕркине хисеплеме, чăвашлăх туйăмне аталантарса пыма пулăшать.

Пуянкасси шкулĕнче 21 çул вăй хурать Людмила Петровна. Çак вăхăтра мĕн чухлĕ çамрăка вĕрентсе кăларман-ши вăл; Нумай вĕсем, тăван чĕлхене юратакансем: аслă шкул пĕтерсе тĕрлĕ шкулсенче вĕрентекенсем, журналистикăра ĕçлекенсем...

Ăста та пултаруллă вĕрентекен уроксене çĕнĕлле ирттернисĕр пуçне ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Кашни шкул ачи патне пымалли уйрăм меслетсем нумай унăн. Тĕрлĕ тест формисемпе ĕçлени, çыхăнуллă пуплеве аталантарни, япăх вĕренекенсемпе уйрăммăн ĕçлени çирĕп пĕлÿ пама пулăшаççĕ.

Чĕлхе урокĕсенче тĕрĕс çырас ăсталăха ÿстерме сăмах майлашăвĕсем йĕркелеттерет опытлă учительница, ачасем çырнă ĕçсене пĕр-пĕринпе ылмаштарса йăнăшĕсене хăйсенех тупса тÿрлеттерме тăрăшать. Ачасен шухăшлавне аталантарас, творчество туйăмĕсене вăратас тесе тĕрлĕ темăпа кĕске хайлавсем çыртарать: "Паянхи çанталăк", "Асăмри пĕр кун", "Мана килĕшекен урок", "Манăн пултарулăх", "Экскурсире пулни", "Манăн ĕмĕт", "Манăн чи çывăх юлташ", "Пушă вăхăта эпĕ мĕнле ирттеретĕп", "Пĕлÿ кунĕ" т. ыт. те.

Çакăн пек уроксенче ачасем хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхаççĕ, мĕн курнине, мĕн туйнине çыраççĕ, пурнăç çине хаклавлă куçпа пăхма хăнăхаççĕ.

Ачасем чăваш чĕлхипе тата ытларах кăсăкланччăр тесе вĕрентекен тĕпчев ĕçĕсем валли тĕрлĕрен темăсем те шырама ÿркенмест. Вырăнти материалсемпе усă курса тĕрлĕрен презентацисем йĕркелет. Ахальтен мар ĕнтĕ Л.П. Краснован вĕренекенĕсем çулран-çул тĕпчев ĕçĕсем çырса наукăпа практика конференцийĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Кăçалхи конференцие виçĕ вĕренекен хутшăннă, виççĕшĕ те призлă вырăн илме пултарчĕç.

Районта иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче те унăн вĕренекенĕсем малти вырăнсене тивĕçрĕç. Республика шайĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче 9-мĕш класра вĕренекен Марина Петрова виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

Ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, ялти, районти паллă çынсем, шкул историйĕ çинчен пухнă материалсем те питĕ нумай. Вĕсем чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмĕнче упранаççĕ. Шкулти чи пуян пÿлĕмсенчен пĕри – чăваш чĕлхи пÿлĕмĕ шутланать.

Л.П. Краснова учительница хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçлать. Çавăнпа та ăна шкул коллективĕнче те, вĕренекенсем те хисеплеççĕ. Ял-йышра та унăн ячĕ сумлă.

Çак кунсенче Людмила Петровна хăйĕн çуралнă кунне уявларĕ. Ăна çуралнă кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ĕçре йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика