Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă кăмăллă Мария

14 марта 2012 г.

Виçпÿрт Шăмăршă хĕрĕ Мария Семенова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнă районти çамрăксенчен пĕри. Вăл Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вуннăмĕш класра ăс пухать.

Ялти шкул хыççăн кунта вĕренме пуçланă, пĕрремĕш кунранах çĕнĕ юлташсемпе паллашнă, вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Вĕренÿре те "пиллĕк" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Пур енлĕн аталаннă хĕр. Яланах юлташĕсене пулăшма тăрăшать, вĕсене ырă та усăллă канашсем парать. Нихăçан та хăйне хушнă ĕçрен пăрăнмасть. Мăнкăмăллăх палăрмасть унра. "Уçă кăмăллă, хаваслă хĕр", – теççĕ ун пирки вĕрентекенсем. Паллах, çакна хирĕçлесе нимĕн те калаймăн. М.Семенова спортра та малтисен йышĕнче. Пĕчĕкренех чупма-выляма юратаканскер, пур ăмăртăва та хутшăнать, лайăх результатсем кăтартать. Хăйĕн ÿт-пÿне тĕреклетес, сывлăхлă пулас тесе сивĕ шывпа çăвăнать, юр тăрăх çара уран çÿрет. Бассейнра ишме, каток çинче конькипе ярăнма юратать. Хаваспах йĕлтĕр сырать те çут çанталăк илемĕпе киленсе ярăнать.

Мария ашшĕ-амăшне те пулăшма ĕлкĕрет. Пĕчĕкренех ĕçе юратса ÿсекенскер темĕн те тума пĕлет.

Хĕр пултарулăхĕ юрă-ташăра та палăрать. Ăна сцена çинче те час-часах курма пулать. Ялти "Виçпÿрт çеçкисем" фольклор ушкăнне çÿрет вăл. Хăйĕн илемлĕ сассипе, хÿхĕм ташшипе куракансене савăнтарать.

Пысăк ĕмĕтпе пурăнать Мария Семенова. Вăл шкултан "пиллĕк" паллăсемпе вĕренсе тухса, экзаменсене ăнăçлă тытса аслă шкул алăкне уçса кĕресшĕн. Професси алла илсе пурнăçра хăйĕн вырăнне тупасшăн. Вăл районти, республикăри предмет олимпиадисене те тăтăш хутшăнать, малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Паллах, унăн çутă ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанатпăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика